07 февраля 2015 г.
Строительство объектĕнче ĕçсем ÿссех пынине сăнанă май çак шухăш чунра çунат хушать. Вăл хута кайни вун-вун амăшне çăмăллăх кÿрет-çке.
Иртнĕ çул республикăра 15 ача сачĕ уçăлнине савăнса та ăмсанса сăнарăмăр. Шутлас-танлаштарас пулсан, çакă – кашни уйăхрах пĕрер ытларах çĕнĕ объект. 3,5 пине яхăн ачапа ашшĕ-амăшĕшĕн чăн-чăн парне. Бассейнлă 300 вырăнлă садик, ав, Чăваш ен эффективлă ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ премипе çĕкленчĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн черетлĕ Çырăвĕнче кăçал çĕнĕ ача сачĕсем татах хута каяссине, çавна май шкул çулĕчченхи учрежденисен строительствин программине вĕçлессине каларĕ. Чăваш енри виçĕ çултан аслăрах кашни ача, чылай муниципалитетра вара кĕçĕннисем çулталăк çурăранах садиксенче вырăнлă пулĕç.
Çакна та каламалла, кĕçĕннисене шкул çулĕчченхи вĕрентÿпе тивĕçтерессипе пĕрлех ку учрежденисен инфраструктурине аталантарассипе пысăк ĕç тăваççĕ. Физкультура, музыка залĕсем, психологи канăвĕн тата логопед пулăшăвĕн пÿлĕмĕсем, фитобарсем, автогородоксем тата ытти те хальхи вăхăта тивĕçтереççĕ. Хулара чылай ача садĕнче бассейн та пур.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан: 2011–2014 çулсенче республикăра 19,6 пин ача садике çÿреме пуçланă, 661 пинĕшĕ – 38 çĕнĕ ача садне туса хунипе. Çак тĕллевпе Чăваш енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен 3,2 млрд тенкĕ тăкакланă.
Вăрнар поселокĕнче те çĕнĕ ача сачĕ уçăлассине чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. 145 вырăнлăх сад-яслин строительстви иртнĕ çул пуçланчĕ. Анчах та вăл подрядчикăн япăх ĕçĕпе вăрах пĕр вырăнта «таптанса» тăчĕ. Юрать, ку ыйтăва татса пама пултарчĕç. Объекта хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организацие панă хыççăн строительство тÿрех хăвăртланчĕ. Паллах, проектпа смета документацине улшăнусем кĕртме тивни ĕçсене кăшт тытрĕ, анчах та çакă срокран ытлашшиех пăрăнтармарĕ. Халĕ строительсем çурта тăрăлассипе тимлеççĕ. Ку ĕçе март тĕлне вĕçлеме палăртнă. Инженери коммуникацийĕсене март вĕçнелле туса пĕтермелле. Ăшă пырса тăма тытăнсан шалти ĕçсем пуçăнĕç. Апрель–май – территорие хăтлăх кĕртмелли уйăхсем.
Çĕнĕрен çĕкленекен ача сачĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 84,5 миллион тенкĕ. Вăл шута оборудовани тÿлевĕ те кĕрет.
Паянхи куна Вăрнар районĕпе ача сачĕсене çулталăк çурăран аслăрах 361 ача вырăн кĕтет. Çĕнĕ объект хута кайсан, ку датăна июне палăртнă, çитес вĕренÿ çулĕнчен икĕ çултан аслăрах мĕнпур ача садике çÿреме пултарĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.