04 февраля 2015 г.
Маргарита ТИХОНОВА,
район администрацийĕн вĕрентўпе ҫамрăксен политикин пайĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан:
Чăваш ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Ҫырăвĕнче 2015 ҫулхи тата малашлăхри аталану ҫул-йĕрĕсене палăртрĕ. Пирĕн ума лартнă задачăсен кирлĕлĕхĕнче иккĕленмелли ҫук. Ҫырура вĕрентĕве, уйрăмах ҫитĕнекен ăрăва гражданла тата патриотизмла воспитании парассине, пысăк тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ.
Районта гражданла-патриотизм воспитанийĕн эксперименталлă площадки вырăнне Калининăри вăтам шкула суйласа илнĕ. Чăваш ен Пуҫлăхĕн ҫулленхи Ҫырăвĕнче палăртнă задачăсене пурнăҫласа Мăн Явăшри тата Ҫĕрпелти шкулсенче кадет класĕсем уҫас ĕҫ пуҫланнă.
Ирина СЕМЕНОВА,
Санарпуҫĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен:
Учитель пулнă май Ҫырура вĕрентў, шкул, ҫамрăксен пурнăҫĕпе ҫыхăннă вырăнсем, шухăшсем кăсăклантарчĕҫ.
Чăваш ен Пуҫлăхĕ ҫамрăксене пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсене спортпа туслаштарни, спорт тĕсĕсем аталанса пыни савăнтарать. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача-пăча сачĕсем иртнĕ ҫул ҫĕнĕрен уҫăлни те кăмăллă. Вăрнарта та кăҫал ача сачĕн алăкĕсем уҫăласса шанатпăр.
М.Игнатьев хăйĕн Ҫырăвĕнче ҫамрăксен, шкул пурнăҫĕн ҫивĕч ыйтăвĕсене хускатать. Ял шкулĕсем юлашки вăхăтра тĕрлĕ йышши ҫĕнĕ оборудованипе пуянланчĕҫ, столовăйсем ҫĕнелчĕҫ, компьютер класĕсем уҫăлчĕҫ, спортзалсенче юсав ĕҫĕсем чылай иртрĕҫ.
Санарпуҫĕнчи вăтам шкулăн спортзалĕ те юсавра ҫĕнелчĕ. Халĕ вăл тата хăтлăрах, ҫутăрах. Вĕренекенсемпе ял ҫамрăкĕсем кăмăлласах тĕрлĕ секцисене ҫўреҫҫĕ.
Чăваш ен Пуҫлăхĕн Ҫырăвĕнчи шухăшсем пурнăҫланса пырасси пирĕнтен те килет. Эппин, ку ĕҫе кашниех тўпе хывасчĕ.
Алина АЛЕКСЕЕВА,
район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ:
Чăваш ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Ҫырăвне тўрĕ эфирта та итлерĕм, район хаҫатĕнче те вуларăм. Тăван республикăмăр хăвачĕпе аталанăвĕшĕн вăл ҫивĕч ыйтусем лартать. Вĕсене пĕрлешсе, Чăваш енре пурăнакан кашни ҫын пĕр шухăшлă пулса татса панине нимĕн те ҫитмест.
Михаил Игнатьев ҫемье хаклăхĕн ыйтăвне те асăнмасăр иртмерĕ. Ҫемье вăл - хăйне евĕрлĕ воспитани шкулĕ-ҫке! Кунта ача пурнăҫ опытне илет. Ҫавăнпа та пирĕн пĕтĕм общество ăнăҫлă ҫемьесем ҫинче кăна тытăнса тăрассине тивĕҫтермелле. Ĕҫкĕ-ҫикĕпе иртĕхекен, ачи-пăчине пăхман ашшĕ-амăшне хăйне ҫирĕп «воспитани» памалла. Ывăл-хĕр юратнă ҫыннисем ҫумĕнче кăна телейлĕ. Эппин, вĕсене ҫемьерех ўстерес тесе пурин те пĕрле тăрăшмалла. Пĕр-пĕрне пулăшса пымалла.
Римма ИВАНОВА,
пенсионерка:
«Чăваш Республикин сывлăх профильне» туса хатĕрленĕ, вăл халăхăн пурнăҫ пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ общество аталанăвĕн стратегине палăртать. 2015 ҫулта республикăра кашни муниципалитетăн: ҫавăн пекех кашни ҫемьен хăйĕн «Сывлăх профилĕ» пулмалла тесе шутлатăп», - палăртнă Чăваш ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче. Унăн сăмахĕсемпе пур енлĕн килĕшетĕп тата ырласа йышăнатăп. Чăваш халăхĕ сывлăхлă наци пулассине пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тĕллев вырăнне хуни питĕ тĕрĕс. Мĕншĕн тесен ачасем сывă ўссен: ҫирĕп вăй-халлă та ăслă-тăнлă ҫынсем тĕрлĕ сферăра вăй хурсан республика та мăнаҫлă утăмсемпе аталанать. Пирĕн пĕрлехи тĕллев пулмалла - ачасене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле, ҫамрăксене сиенлĕ йăласен (эрех-сăра, наркотик) тыткăнне лекме парас мар тесе вĕсене спортпа туслаштармалла, пултарулăхĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарма майсем тумалла.