31 января 2015 г.
Январьте, уяв хыҫҫăнхи вăрăм кану кунĕсем тата шкулсенчи хĕллехи каникул хыҫҫăн, ялан тенĕ пекех ҫынсем ОРВИ тата ОРЗ евĕр чирсемпе чирлесси ўснине палăртаҫҫĕ медицина ĕҫченĕсем. Чир анлă сарăлни ҫынсем обществăлла вырăнсенче ытларах пулма, ачасем садсемпе шкулсене ҫўреме тытăннипе ҫыхăннă. Апла пулин те вырăнти тухтăрсем районта вируслă инфекцисем сарăлассипе лару-тăру ҫав тери кăткăсах пулманнине пĕлтереҫҫĕ.
«Ку эрне хушшинче сывлăш ҫулĕн вируслă чирĕсемпе аптăракансем медицина пулăшăвĕ ыйтса килнĕ тĕслĕхсем ытти чухнехинчен нумайрах пулчĕҫ ĕнтĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче вара васкавлă пулăшăва чĕнекенсен шучĕ тăрук ўсрĕ. Чирлеслĕх шайĕ хăпарса пынине палăртатпăр, паллах, анчах лару-тăру питех йывăрланнă теме ҫук. Гриппа чирленĕ тĕслĕхсене регистрацилени пулман», – пĕлтерчĕ районти тĕп больницăн врач-инфекционисчĕ Надежда Николаева.
И.ЯКОВЛЕВА.