31 января 2015 г.
Туҫи Ҫармăсра пурăнакан Нина Александровна Николаева темиҫе ҫул каяллахи инкекрен анчахрах «тăна» кĕнĕ темелле, анчах ун тĕлне каллех чĕререн пăшăрханмалли сиксе тухнă.
2007 ҫулта унăн пўрчĕ ҫуннă, пушарта пĕртен-пĕр ывăлĕн, Алексейăн, пурнăҫĕ татăлнă. Кил хуҫи хĕрарăмĕ ҫулталăк ҫурă ҫынсем патĕнче пурăнкаланă, килĕнчи мунча лаҫҫинче ҫĕр каҫкаланă.
Пĕрмай ҫын куҫĕнчен пăхасси пурнăҫ мар ĕнтĕ. Нина Александровна та пысăк ҫуртĕнчен тăрса юлнă пўртумне юсаттарса пурăнмалла тутарттарнă, газ, ҫутă кĕрттернĕ. Хĕсĕк пулин те – хăйĕннех. Анчах…
Декабрь вĕҫĕнче ун валли каллех куҫ хупми кулянуллă каҫсем пуҫланнă. Хăй айăплă мар пулин те. Пĕр кунхине почтальон ăна ҫутăшăн 7 пин ытла тенкĕ парăм пурри ҫинчен ҫыру килсе панă. Чĕри ҫурăлсах тухнă унăн – яланах вăхăтра тўлесе тăнă-ҫке. Вăл хăвăртрах икĕ сыпăкри йăмăкĕ патне васканă. Варвара Серафимовна Ҫĕмĕрлене шăнкăравланă, ҫырури йĕркесем тĕрĕс мар пулнине ăнлантарнă. Кĕҫех унтан тата тепĕр ҫыру килнĕ – распечаткăра Нина Александровнан парăм пулни курăнман.
Пурăнмалли кĕтес тутарттарнă хыҫҫăн укҫа-тенкĕ ҫитменнипе аппăшне Варвара Серафимовна хăйĕн кивĕ счетчикне панă: ăна электриксем килсе пломбăласах ҫирĕплетнĕ. Темиҫе ҫул иртсен, 2011-мĕшĕнче, ăна ҫĕнĕ йышшипе улăштарнă, хальхинче те ăна тивĕҫлипех учета илнĕ. Нина Александровна парăма кĕме мар – тепĕр чухне ытларах та тўлесе пынă, ҫакă распечаткăра аван курăнать.
Чун хыптармăш ҫырупа вĕсем Вăрнарти РЭС-а ҫитнĕ, унта вĕсене ҫак «парăм» счетчиксен куҫăм тапхăрĕнче темшĕн сиксе тухнине, анчах та ватă ҫыннăн пăшăрханма кирлĕ маррине ăнлантарнă, тепĕр кунхине Вăрнара Ҫĕмĕрлерен «Чувашская энергосбытовая компания» представителĕсем килессине пĕлтернĕ.
Анчах та ку представитель вĕсене итлес те темен иккен. Ҫунса кайни, ҫулталăк ҫурă ҫуртра пурăнманни ҫинчен ял поселенийĕнчен, пушар чаҫĕнчен панă справкăсене пăхман та. Парăм ҫинчен калакан ҫырăва силлесе кăшкăрашнă кăна имĕш. Ҫак арҫын «Ман ачасене мĕнпе тăрантармалла тата?» – тенинчен хĕрарăмсем шалт тĕлĕннĕ. Мĕн айăпа кĕнĕ-ши? Хăйсене пўлĕмрен тĕксе тенĕ пек кăларса яни те хытах кўрентернĕ вĕсене. Чăвашла калаҫнăшăн урмăшнă, «Эп Чăваш енре мар, Раҫҫейре пурăнатăп» тенĕ иккен.
«Эп ĕмĕрĕпе колхозра фермăра ĕҫленĕ? Тĕрĕсссипе: ялтан тухса та ҫўремен темелле. Вырăсла ăҫтан якан калаҫас манăн? Вăрнар – чăваш районĕ-ҫке, мĕншĕн пирĕн чĕлхепе калаҫакан-ăнланакан ҫынна ямалла мар. Йышăнăва ман пек карчăксем нумаййăн килеҫҫĕ-ҫке», – типĕнми куҫҫульне шăлать Нина Александровна.
– Ҫунса кайнă хыҫҫăн ăҫта кăна ҫитмерĕм. Кунашкаллине курманччĕ. Шупашкарта: министерствăсенче те, манпа, ял хĕрарăмĕпе, ҫын пек ăшшăн калаҫрĕҫ. Тем пек илес мар тесен те ĕҫлекенсем хушшинче укҫа пуҫтарса вăйпах тыттарчĕҫ, – пĕлтерчĕ вăл.
– Ҫĕмĕрлери представитель Вăрнарти РЭС-па шăнкăравласа калаҫнăран хыҫҫăнах унта ҫул тытрăмăр. Анчах та пире курсанах пўлĕмре ларакан хĕрсем «нушапа пирĕн инҫе каймалла» тесе виҫҫĕшĕ те тăхăнса тухса кайрĕҫ. Ҫакă мĕн тери чуна ҫапса хуҫрĕ… – Варвара Серафимовнан та куҫĕсем шывланчĕҫ.
Тĕрĕссипе, счетчиксене кашни ҫулах яла килсе тĕрĕслесе тăнă, анчах ҫитменлĕхсене палăртман пулин те, ҫутăшăн вăхăтра тўлесе тăнă пулин те тĕрĕслĕхе тупайман ял ҫыннисем. «Эсир ҫутта вăрланă! Эсир вăрăсем! Тўлемесен ҫутта пырса татса яратпăр!» – тесе кўрентерсе-хăратса пĕтернĕ хыҫҫăн Нина Александровна пур-ҫук укҫине пухса (пенсине те чи пĕчĕккине кăна илет) парăм ҫук «парăма» кайса тўленĕ…
С.ЧИКМЯКОВА.