05 августа 2014 г.
Педагогсен шухăшĕпе - вĕренÿ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренÿ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлÿ ытларах илме май параççĕ.
Ахальтен мар Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕнче вĕренÿ кĕнекисемпе пособийĕсене пичетлесси тĕп ĕçсенчен пĕри. Вĕсене издательство Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин планĕпе килĕшÿллĕн хатĕрлесе кăларать.
Кĕнеке авторĕсемпе редакторсен пĕрлехи тухăçлă ĕçĕ çинчен Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров каласа кăтартать.
- Çулсерен Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли вун-вун учебникпа вĕренÿ пособийĕ пичетлесе кăларать. Тĕпрен илсен вĕсем - республикăри тата республика тулашĕнчи шкулсем валли хатĕрленĕ чăваш чĕлхи учебникĕсемпе ĕç тетрачĕсем, тăван ен историйĕпе тата культурипе хатĕрленĕ вĕренÿ пособийĕсем, тĕрлĕ словарь. Республикăри хула шкулĕсем валли чăваш чĕлхипе альтернативлă учебниксем тухса тăраççĕ. Вĕрентекенсем хăш учебникпе ĕçлессине хăйсем суйласа илеççĕ.
Кăçал республикăри тата унăн тулашĕнчи шкул ачисем валли 30 ытла вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухĕ. Вĕсене çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе, хальхи программăсемпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Пирĕн авторсем - паян тухăçлă ĕçлесе пыракан учительсем, методистсем, ăслăлăх кандидачĕсемпе профессорсем. Вĕсем вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул тăрăшса пысăк опыт пухнă профессионалсем.
Акă, тĕслĕхрен, Леонид Павлович Сергеев - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн професси аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Вăл çырнă вĕренÿ кĕнекисемпе тата пособийĕсемпе шкулсенче вун-вун çул вĕренеççĕ.
Шкулсем валли кĕнеке кăларас енĕпе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Тамара Васильевна Артемьева 20 çул ытла тăрăшать. Чăваш шкулĕсенчи кĕçĕн классем валли хатĕрленĕ «Литература вулавĕ», «Чăваш букварĕ» учебниксен авторĕ вăл. Пултаруллă тепĕр автор - Елена Енькка. Вăл - 4, 5, 6-7, 8 классем валли хатĕрленĕ «Тăван ен историйĕпе культури» вĕренÿпе методика комплексĕн авторĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви учебниксен комплекчĕсене кăларакан ытти издательствăпа та ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. «Просвещение» издательствăпа хăш-пĕр учебнике тата ĕç тетрачĕсене чăвашла куçарса кăларасси пирки килĕшÿ тунă.
Чăваш кĕнеке издательстви ĕç тетрачĕсене, тĕрлĕ словаре, энциклопедисене пичетлесе кăларас ĕçе уйрăмах пысăка хурать. 2012 çулта икĕ томпа «Вырăсла-чăвашла словарь» пичетленсе тухрĕ. Иртнĕ çул Чăваш кĕнеке издательстви Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе пĕрле хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме пултарчĕ: «Чăваш Республикин археологи картти» кĕнеке кун çути курчĕ. Ку вăл археологи палăкĕсем çинчен пур енлĕн каласа кăтартакан энциклопеди шайĕнчи ăслăлăхпа паллаштару кăларăмĕ. Авторсем кĕнекене паллă ученăй археолога, педагога, общество ĕçченне В.Каховские халалланă.
2013 çулта паллă педагог, тавра пĕлÿçĕ И.Дубанов хатĕрленĕ «Чăваш Енри географи ячĕсем» тавра пĕлÿ словарĕн хушса пуянлатнă иккĕмĕш кăларăмне пичетлерĕмĕр. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнчи географи объекчĕсен ячĕсен системи темиçе ăрăвăн пурнăç тăршшĕнче çирĕпленсе пынă. Ятсен списокĕ улшăнми пулăм мар, яланах мĕн те пулин çĕнни тупăнать е манăçа тухать, карттă çинчен çухалать е хăйĕн ятне улăштарать. Тепĕр чухне географин пĕр объекчĕ темиçе ятпа çÿреме пултарать. Кĕнекен çĕнĕ кăларăмне пурĕ виçĕ пин ытла ят кĕнĕ - ял, кÿлĕ, юхан шыв, çырма-çатра, вырăн тата ытти те.
Географи ячĕсем - халăхăн историпе культура пуянлăхĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Çавна май вĕсемпе кăсăкланасси, чăн пĕлтерĕшне ăнланса илесси нихăçан та чакмасть. Паян Раççейре топоними ячĕсене тĕпчесси аталанса пырать, тĕрлĕ кĕнеке пичетленет. Пирĕн çĕр-шывăн кашни регионĕ хăйне евĕрлĕ ятсемпе пуян.
Кăçал Л.Сергеев профессорăн «Синонимсемпе антонимсен словарĕ» тата Е.Васильевăн «Чăваш чĕлхинчи синонимсен словарĕ» пичетленсе тухрĕç. Ăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем, аслă шкулти студентсем тата чăваш чĕлхипе кăсăкланакансем валли хатĕрленĕ.
Нумай томлă «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекине» кăларассипе те ĕç малалла пырать. Паянхи куна словарĕн икĕ томĕ пичетленнĕ. Ку - пуçласа тунă ĕç. Халĕччен чăваш чĕлхин ăнлантару словарĕсем пулманччĕ-ха.
Словарьте кашни лексика единици пирки тулли информаци пур: семантика тытăмĕ, стилистика пахалăхĕ, пуплевре усă курнин уйрăмлăхĕсем. Сăмахсене тата каларăшсене ăнлантарнă, вĕсене илемлĕ литературăра, хаçат-журналта, фольклорта тата ытти çĕрте усă курнă тĕслĕхсене цитатăласа илсе панă. Çакă сăмахăн пĕлтерĕшне çăмăллăнах асра хăварма май парать. Словаре чăваш чĕлхин лексикинче юлашки вăхăтра пулса иртнĕ улшăнусене шута илсе йĕркеленĕ. Çичĕ томпа тухакан ăнлантару сăмах кĕнекине кулленхи калаçура тата илемлĕ литературăра тăтăшах усă куракан пурĕ 100000 сăмах, сăмах çаврăнăшне, каларăша кĕртме палăртнă.
Çулсеренех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсем валли чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарьсем пичетлесе кăларатпăр. Çитес çул чăваш чĕлхин çĕнĕ орфографи словарьне хатĕрлесе кăларма палăртнă.
Издательствăра кĕнеке кăларас ĕçре пиçĕхнĕ ăстасен туслă, пултаруллă коллективĕ вăй хурать - редакторсем, корректорсем, техника редакторĕсем, художниксем, дизайнерсем. Вĕсем вĕрентÿпе методика литературин пахалăхĕ пысăк пултăр тесе тăрăшаççĕ. Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерстви 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательствине шкулсем валли учебниксем хатĕрлесе кăларма ирĕк панă издательствăсен шутне кĕртнĕ.
Юратса тата килĕшÿллĕ тунă кĕнеке ырă туйăм çуратать теççĕ. Вăл хăйсен ĕçне юратса, кăсăкланса пурнăçлакансен ырă туйăмĕсене упрать.
"Хыпар", 24.07.2014.