Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă тĕл пулусем

25 февраля 2014 г.

Ăшă тĕл пулусем

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн Калининăри 7-мĕш кадет класĕнче хăнара Чăваш енри кадет юхăмĕн пуçаруçисенчен пĕри, Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕнче ĕçленĕ Анатолий Иванович Григорьев пулнă. Тĕлпулу ăшă лару-тăрура иртнĕ: Анатолий Иванович хăйĕн професси çул-йĕрĕпе паллаштарнă, çавăн пекех ачасем пултарулăхри тата спортри çитĕнÿсене пĕтĕмлетнĕ. Анатолий Иванович кадетсене Раççей тĕп хулине экскурсие чĕннĕ.

Иртнĕ шăмат кун та Калининăри шкулта хаклă хăнасем пулнă, вĕсем – кунтан вĕренсе тухнă Валерий Андреевич Федоров контр-адмирал тата Михаил Петрович Григорьев генерал-майор. Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă уявра вĕсем хăйсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, çар служби çинчен каласа кăтартнă, вĕренекенсене ăнăçу тата хастарлăх суннă. Çамрăк армеецсен отрячĕсем тата кадет класĕ хăнасем умне плац-концертпа, юрă-ташăпа тухнă.

Çак тĕлĕнмелле тĕл пулусем ачасен асĕнче нумайлăха юлĕç.

И.СЕРГЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика