22 февраля 2014 г.
Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Волков халăх умне отчетлă пухусене чи аякри ялтан, Кив Шуртантан, пуçларĕ. Февралĕн 14-мĕшĕнче вара – тĕл пулусем Çĕнĕ Кипекре, Кĕçĕн Кипекре тата Пăваялĕнче иртрĕç.
Пăваялĕнчи культура çуртне халăх палăртнă вăхăта чылаййăн пухăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйĕн отчетĕнче иртнĕ çулта мĕнле ĕçсем пурнăçланине тата кăçал епле тĕллевсем лартнине тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ялта кăткăс ыйтусем нумай. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ватăсем те, çамрăксем те ĕçкĕ енне ытларах та ытларах сулăнаççĕ, ĕçлемесĕрех пурăнасшăн, преступлени тăвакансен шучĕ ÿсет. Çитĕнÿсем те çук мар. Пăваялĕнче йăтăнса аннă кĕпере тĕпрен юсанă, культура çуртне çутçанталăк газĕ кĕртнĕ, ытти ялти масар тавралли картасене, ял варринчи палăксене юсанă. Çавăн пекех хамăр тăрăхра пурăнакан 15 çамрăк çемьене патшалăх паракан субсидипе хваттер туянма е кил-çурт çавăрма пулăшнă. Кăçалтан регистраци ĕçĕсене те федераллă миграци службин Вăрнарти пункчĕ кăна пурнăçлать. Çакă та йывăрлăх кăларса тăратать хăш-пĕр хуçалăхсемшĕн. Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри кил-çуртшăн техника паспорчĕсене вăхăтра туман.
Пĕлтĕр 17 ача çуралнă пулсан 26 çын пурнăçран уйрăлнă. Ялсенче çамрăк çемьесем сахалланса пыраççĕ. Авланман арçын, яшсем нумай. Хуçалăхсене илес-тĕк, выльăх-чĕрлĕх шучĕ ÿсменни курăнать. Анчах хăш-пĕр хуçалăхра виçĕ-тăватă ĕне тытакансем те пур-ха. Патшалăха сĕт сутаççĕ, хăйсене те хушма тупăш килет.
Пурте пĕр пулса ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçне вăтам хак пач. Ăна кулленхи ĕçре пулăшса пыма ял старостине Евгений Михайлович Иванова суйларĕç. Район администрацийĕн представителĕ С.Войтенко ял тăрăхĕн пуçлăхне С.Волкова тивĕçлĕ ĕçлеме пултаракан ертÿçĕ тесе палăртрĕ. Пуху хыççăн культура ĕçченĕсем, Пăваялĕнчи ачасен фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çветтуй Валентин кунĕпе пурне те хĕрÿллĕн саламларĕç, пĕрне пĕри юратса, килĕштерсе пурăнма сунчĕç.
А.ПЕСКОВА.
Пăваяль.