22 февраля 2014 г.
Иртнĕ шăмат кун ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пуçарăвĕпе Вăрнарта пĕрремĕш хут «Врачпа уçăлса çÿретпĕр» акци пулнă.
Ирхине поселокри чи хастар çынсем, хăйсен сывлăхне упрама тăрăшакансем район больницин поликлиники умне пухăннă. Вĕсемпе пĕрле Галина Михайлова врач-терапевт тата медицина профилактикин кабинечĕн медсестри Мария Демьянова хаваспах уçăлма тухнă, ушкăн Вурнарка юхан шывĕ çывăхĕнчи вăрмана çитнĕ. Акцие хутшăнакансем ирхи уçă сывлăшпа киленсе пынă май сывлăха сыхласа хăвармалли мелсем, тĕрĕс апатланмалли, спортпа тата физкультурăпа туслă пулмалли çинчен нумай калаçнă. Раиса Малышева, акă, кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ пулнине палăртса, сывă пурнăç йĕркине мухтаса сăвă та шăрçалама ĕлкĕрнĕ.
Врач вĕрентсе-йĕркелесе пынипе пурте çăмăл хусканусем те тунă. Кашниех çак кун хăйсен вăй-хал çирĕпленнине, чун-чĕрепе те хавхаланнине пĕлтернĕ.
Çакăн евĕр тепĕр тĕл пулăва мартăн 14-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ, район больницин поликлиники умне 9 сехет тĕлне пухăнмалла.
И.ЯКОВЛЕВА.