14 февраля 2014 г.
Ялсенче социаллă объектсене юсаса çĕнетесси йăлана кĕрсе пырать.
Пĕлтĕр Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çĕнетсе юсарĕç, тăррине витрĕç, пластик чÿречесем лартрĕç, алăксене улăштарчĕç, стенасемпе классене сăрласа илемлетрĕç, столовăйне çĕнĕ оборудовани вырнаçтарчĕç. Шкул çĕнĕ тумпа илемленчĕ.
Культура çулталăкĕ Мăн Явăшри культура çурчĕпе библиотекăна çĕнĕ сăн кĕртме пулăшрĕ. Юсав ĕçĕсене ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
Çĕнĕ çулта ял тăрăхне ертсе пыракансем хăтлă, çутă пÿлĕмсене куçрĕç. Ертÿçĕсем кăçал та сывлăх, суту-илÿ, çыхăну тата ытти учрежденисене юсаса çĕнетме палăртаççĕ.