Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Таврăнсан каласа паратăп…»

14 февраля 2014 г.

«Таврăнсан каласа паратăп…»

Ăна вĕрентнĕ учительсем те, аппăшĕ Галина та Володя Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх институтне физикăпа математика е художествăпа графика факультетне кĕрет тесе шутланă. Владимир задачăсем шутлама тата ÿкерчĕксем тума питĕ юратнă. Анчах 1980 çулта вăтам шкул пĕтерсен каччă аппăшне çапла каланă:

– Малтан çара кайса килетĕп. Чăваш ялхуçалăх институтне вĕренме кĕретĕп, эсĕ те агроном, манăн та тырпул çитĕнтерес килет...

Çĕньял Хапăсри Михайловсен çемйинче вĕсем виççĕн ÿснĕ: асли – Галя, вăталăххи – Володя, кĕçĕнни – Валерий. Çулĕсем тĕрлĕрен пулин те, ачасем ăмăртмалла ÿснĕ, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те çавăн пекех аталаннă.

Санарпуçĕнче 8 çул вĕренмелли шкулта пĕрремĕш класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти вăтам шкула çÿренĕ. Юратнă предмечĕ çав-çавах математика пулнă. Иккĕмĕш класра вĕренекенскер, тăваттăмĕш класс задачисене шутланă. Акварельпе, гуашьпе хитре пейзажсем ÿкернĕ, йывăçран тĕрлĕ кĕлеткесем касса кăларнă.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Вăрнарти тырă йышăнакан пункта ĕçе вырнаçать. Тăватă уйăхран, 1980 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче, Володьăна çара ăсатаççĕ. Шутланă-ши вăл ун чух тăванĕсемпе, юлташĕсемпе юлашки хут курнăçассине – пĕлместпĕр.

Кĕçех Михайловсен килне салтак штемпеллĕ пĕрремĕш çыру килнĕ. «Вĕренÿ пунктне çитрĕмĕр. Мана 56-мĕш размерлă çипуç пачĕç. Пакунсемпе петлицăсем çĕлерĕмĕр. Çанталăк хĕвеллĕ. Сирĕн патăрта юр çурĕ те пулĕ ĕнтĕ», – тенĕ унта. Иккĕмĕш çырăвĕ Володя майĕпен çар пурнăçне хăнăхса пынине çирĕплетет: «Чикĕри заставăра командировкăра пултăм. Галя, эпĕ сана конвертра тюльпан ярса патăм. Кунта ун йышши чечек уйĕ-уйĕпе ÿсет. Пограничник тумĕпе çÿретĕп. Заставăра эпĕ Ленин пÿлĕмне илемлетрĕм. Чикке хурала çÿренĕ вăхăтрах художник ĕçĕсене туса пыратăп.

Сывлăх аван, чирлеместĕп. Ку – службăра чи кирли. Тăван киле, аттепе аннене, кукамая, Валеркăна, Ваньăна, Аня аппана час-часах аса илетĕп. Кукамай ватăлса кайрĕ пулĕ. Эсир ăна сыхлăр, Валера та самаях пысăк ĕнтĕ. Тĕл пулсан пĕр-пĕрне танлаштарса пăхăпăр-ха».

Çак çырупа пĕрле Володя аппăшне халалласа хăй çырнă сăвва ярса панă. Ăна чăн-чăн поэт çырнипе танлаштарма май çук пулин те унти сăмахĕсене вăл чĕререн каланă:

Каçпа пурте çывăрнă чух,

Эп ачалăха аса илеп.

Эс мана çара ăсатнă чух

Сана каларăм:

«Часах килеп».

Сăввине вăл вырăсла çырнă, хăй таврăниччен упрама хушнă. Çырусем службăн пĕрремĕш çулĕнче уйрăмах нумай килнĕ. Иккĕмĕшĕнче – сахалрах. Кăна вăл тăтăш «командировкăна» çÿренипе ăнлантарнă. Анчах алла пăшал тытса Афганистанра вут-çулăма кĕнине командировкăпа танлаштарма пулнă-ши;! Пĕррехинче вара чăн тĕрĕссинех çырнă: «Вăрçă мĕнлине киле таврăнсан каласа паратăп». Çак сăмахсем вăл чăннипех Афганистанра пулнине систернĕ. Анчах тепĕр хыпар ашшĕпе амăшне ураранах ÿкернĕ. 1982 çулхи сентябрьте ашшĕпе амăшĕ, шăллĕ, кукамăшĕ пахчара çĕрулми кăларнă чух, Михайловсен килĕ умне çăмăл автомашина çитсе чарăннă. Автомашинăран çар ĕç комиссарĕ тухнă, чаçрен килнĕ телеграммăна вуласа панă: «1980 çулта çар службине илнĕ Михайлов Владимир Георгиевич служба тивĕçне пурнăçланă чух паттăррăн вилчĕ».

Ырă ачан çарта туссем нумай, Володьăн та вĕсем сахал мар пулнă. Хушаматне кура-ши юлташĕсем ăна çепĕççĕн «Миха» тесе чĕннĕ. Ăна тăван ялĕнче пытарнă хыççăнах службăра пĕрле пулнă юлташĕсенчен пĕринчен çапла çыру килнĕ: «Салам Крымран! Сире хисеплесе тата ырлăх-сывлăх сунса Володьăн çарти тусĕ çырать. Манăн хушамат – Сукач, Саша тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Сирĕн ывăлпа малтан пограничниксен вĕренÿ заставинче, унтан десантпа штурмлакан тата маневр ушкăнĕнче пĕрле пулнă. Пĕтĕм службăна унпа пĕрле ирттернĕ, туслă пурăннă, ман куç умĕнчех вилчĕ. Эсир Володьăн туссем пулни, эпир ăна манманни çинчен пĕлме тивĕç. Вăл шанчăклă, лайăх, савăнăçлă юлташчĕ.

Володя 1982 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирхине хĕвел тухнă чух мина çинче сирпĕнчĕ.

Сасартăк тем шаклатнине илтрĕмĕр. Пурте тĕрлĕ еннелле чупса саланчĕç. Эпĕ чул хыçне выртрăм. Володя, хыçалалла çаврăнса пăхса илчĕ те, кула-кула, сукмак патнелле чупрĕ. Мина унăн ури айĕнче шартлатса çурăлчĕ. Эпир чупса çитсе ăна çĕклесен: «Автомата илĕр», – терĕ. Ку унăн юлашки сăмахĕсем пулчĕç. Мăйĕнчен юн сăрхăнса юхрĕ, ачасем унăн суранне çыхрĕç. Кайран пире вăл шала юн кайнипе вилнĕ, терĕç. Осколок мăйне лексе ыйхă артерине татнă, ытти ванчăксем урине, аякне касса кайнă. Никам та «Миха» вилнине ĕненесшĕн пулмарĕ. Черетпе чĕрине искусственнăй массаж турăмăр, çăварĕнчен ÿпкине вĕртĕмĕр. Çав хушăра ăна Союза илсе каякан вертолет вĕçсе килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Вăл тăнне çухатрĕ, ÿчĕ сивĕнме пуçларĕ, апла пулин те чĕрине массаж тума, ÿпкине вĕрме чарăнмарăмăр. Вертолет вĕçсе килсен, врач Володя вилни çинчен пĕлтерчĕ. Çакна никам та ĕненесшĕн пулмарĕ.

Çарти тусăм вилнĕ саманта ĕнерхи пек астăватăп, нихçан та манман. Енчен те ывăл çуралсан, эпĕ ăна Володя ятлă хуратăп.

Сирĕн чĕре суранĕсене тепĕр хут ыраттарнăшăн, ывăлăра упраса хăварайманшăн мана каçарăр. Эпир унта пурте пĕр тан праваллă пулнă, никам та вилĕм çинчен шухăшламан. Эпир çирĕм çул çеç тултарнăччĕ вĕт-ха, хăшпĕри унран та çамрăкрахчĕ. Енчен те эпĕ çырнисенчен мĕн те пулин килĕшмесен мана каçарăр. Хисеплесе – Саша».

Çемье хуйхине палăртса, Володя аппăшĕ, çапла калать: «Те асли пулнă май, эпĕ шăллăма, Володьăна, куççульсĕр аса илме пултараймастăп. Пирĕн хуйхă вĕçсĕр пулсан та, нихçан та сÿнес çук пулсан та, Володя пирĕн чĕрере яланах вилĕмсĕр...»

Вилнĕ хыççăн Владимир Михайлова СССР Президенчĕн Указĕпе икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă.

А.МОКИН.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика