12 февраля 2014 г.
Григорий Александрович Кожанов «Çĕнтерÿ çулĕн» парнине тивĕçнĕ. Ячĕ хаçатра тухрĕ. Район пичечĕпе нумай çул туслă вăл. Вулама юратать. «Эрих Марйин ывăлне» эп ачаран пĕлнĕ. Ашшĕ, Санькка, бригадирта ĕçлетчĕ. «Ĕне касăвне мĕншĕн çаран çине кĕртсе ятăн;» тесе вăл мана питрен çупса янине лайăх ас тăватăп. Тем çитмен-çке ăна, çемйине пăрахса Мускава тарчĕ. Марье Кĕркурие пĕчченех ура çине тăратрĕ, кунĕн-çĕрĕн колхоз ĕçĕнче тăрмашрĕ. Гриша сатур çитĕнчĕ, «Ĕçре палăрнăшăн» медале, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята тивĕçрĕ. Коллективлă эртел хурçă гвардин Григорий Александрович евĕрлĕ механизаторсен хул пуççийĕсем çинче тĕрекленнĕ. Василий Васильевич Васильева (ял йышра Кайăк ятпа çÿретчĕ), Николай Васильевич Васильева (Çапук Кулькки), Василий Николаевич Фомина (Çиçĕм!) ĕç паттăрĕсем тесе хисепленĕ. Шел, лĕкĕр-лекĕр хуçасене пула тăрук хавшаса аркантăмăр. Яш-кĕрĕм машина-трактор тĕлне пĕлмест, икĕ алăпа чĕтренсе стакан енне кармашать.
Пăч тĕттĕмре те çутă енне туртăнатăн. Пăхатăп та, «туннель вĕçĕнчи» çутăра Григорий Александровичпа Маргарита Павловнан сумлă çемйине куратăп. Пĕррехинче вĕсем патĕнче хăнара Виссарион Максимовичпа пĕрле ларатпăр (В.М.Кожанов – «Çĕнтерÿ çулĕн» фотокорĕ). Алкаша тухас каскăнсем çитсе кĕчĕç. Рита кусемпе нумаях та сăмахламарĕ, епле ÿкĕте кĕртрĕ-ши – шаймăксем килелле çын ĕретлĕн тухса шăвăнчĕç. Вăт мĕне тăрать вăл – Авторитет тени! Сăпайлăха, чыслăха, тивĕçлĕхе çамрăксене камсен тата мĕнле майпа вĕрентмелле-ши;
Нинăпа Григорий Николаевсем пурнăçран ир уйрăлчĕç. Вĕсен ырă-çутă тĕслĕхĕ, сумлă ячĕ-шывĕ хĕрĕсене куçрĕ, вĕсем кил-çурта юхăнтармаççĕ. Люди Леонид Якубовичăн «Поле чудес» кăларăмĕнче чăваш юррине капăр шăрантарса тĕлĕнтернĕччĕ. Вăл чăвашла-вырăсла кирек кампа та кĕрнеклĕн калаçать, мотоциклпа пĕр-пĕр байкертан кая мар хаяр чупаять.
Шел, сумлă çемьесен шучĕ кунсерен катăлать. Ялта пурнăç сÿнсе путланни пирки эп хам та пайтах çырнă. Ял чанĕ Раççей шăпине ытарласа çапать тейĕн. Андрей Кончаловские вуларăм («Куда мы катимся;», «Улики», 30.01.2014). Юлашки 20 çулта 7 миллион вырăс леш тĕнчене ăсаннă. Раççейри арçынсен вăтам ĕмĕрĕн тăршшĕпе тĕнчере 160-мĕш вырăна тухрăмăр. Çĕпĕр анлăшĕнче 10 çулта 11000 ял пĕтнĕ. 5 миллион ачана çемьепе шкул тулашĕнчи çапкаланчăксен шутне кĕртнĕ (вăрçă вĕçленнĕ тĕле ун йышши 700 пин ачана патшалăх хăй аллине илнĕ). Çитĕнсе çитменни хăйпе танăшшине çапса пăрахассипе, ачаллах çакăнса вилессипе тĕнчере 1-мĕш вырăнта тăратпăр. Коррупци шайĕпе Африкăри тискер чăтлăха антăмăр... Тĕнчери паллă кинорежиссер хăйĕн ыйтăвĕсене чи çÿлти влаçа адресленĕ. Влаç хамăр çывăхра та пур. Шутлатăп та, пирĕн хамăрăннах хамăр ăс-тăнпа пурăнма тăрăшмалла. Усал-тĕсел синкерĕнчен асăрханма çăлăнăçа чăвашлăхра, чараклă кăмăл-сипетре шырасчĕ.
Василий КОЖАНОВ.
Мăньял Хапăс.