12 февраля 2014 г.
Çемье архивĕнчи документсене тишкернĕ май манăн алла атте, Константин Степанович Скворцов, вăрçă хирĕнче хăçан вилнине пĕлтерекен хут лекрĕ.
Унта Вăрнарти çар комиссариачĕ 1906 çулта Вăрнар районĕнчи Мăньял Хапăсра çуралнă К.С.Скворцов красноармеец 1942 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче йывăр аманнине пула вилни çинчен хыпарланă.
Тĕлĕнмелле те, документа 1947 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çырнă. Унта атте хăш полкпа дивизире тата ăçта пуçне хунине те кăтартман. Анне каланине ас тăватăп: атте юлашки çырăвĕнче вĕсен дивизине Баку хули çывăхĕнчен Севастополе илсе каясса пĕлтернĕ мĕн. Эпир ăна чăнах та Севастополь хулине хÿтĕлесе вилнĕ тесе пурăнаттăмăр. Тĕрĕслĕх тупас тесе 2011 çул пуçламăшĕнче Подольск хулинчи Тĕп çар архивне çыру ятăм. Чылай вăхăтран тин хуравĕ çитрĕ.
Архив справки тăрăх, стрелоксен 55-мĕш дивизийĕн 84-мĕш артиллери полкĕн рядовойĕ Константин Степанович Скворцов 1942 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче йывăр аманса пуçне хунă.
Вăрçă хыççăн службăран таврăнакан салтак атте мĕнле вилни çинчен аннене каласа панă тăрăх, тăшман батальона бомбăсемпе пĕтерме тĕллев тытнă. Пĕç кăкĕнчен бомба ванчăкĕ лекнипе атте йывăр аманнă, юн нумай кайнипе вилнĕ. Ăна Ленинград (халĕ Новгород) облаçĕнче Половск районĕнчи Херенки ялĕн 400 метр çурçĕр- хĕвел анăçĕ енче тăванла масарта пытарнă.
Григорий СКВОРЦОВ.
Мăньял Хапăс.