Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьепе пĕрле

04 февраля 2014 г.

Калининăри педагогсем шкул пурнăçне ашшĕ-амăшне хастар хутшăнтарассине йăлана кĕртнĕ. Ачасене пур енлĕ пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре шкулпа çемьен пĕр тĕллевпе, тачă çыхăнса тимлемеллине тĕпе хураççĕ вĕсем.

Культура çулталăкне халалланă мероприятисен йышĕпе акă калининăсем хăйне евĕрлĕ «Буквицы» конкурс шутласа кăларнă – вĕренекенсенчен кашниех хăйĕн хушамачĕн сас паллине тĕрлет. Паллах, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе, хавхалантарса пынипе. Тĕрĕсене вара хăть мĕнле мелпе тата виçепе, кашнине хăйне килĕшекен материал çинче тума юрать – пултарулăха кăтартма майсем анлă. Пĕрремĕш ĕçсем хатĕр ĕнтĕ, вĕсене классенче сумлă вырăнта курава тăратнă. Конкурса çуркунне пĕтĕмлетме палăртнă – апла пултарулăха асамлă тĕрĕре кăтартма вăхăт пур-ха.

Çакăнпа пĕрлех ачасем тĕпчев ĕçĕсене хастар пуçăннă – çемье аваллăхне, йăх-несĕлĕсене тĕплĕн тишкереççĕ. Хăйсен йăхĕнчен тухнă паллă-сумлă, хисеплĕ çынсем çинчен информаци пухаççĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле презентаци-альбомсем хатĕрлеççĕ.

Çапла Калининăри шкулта Культура çулталăкĕнче çемье хаклăхĕсене çирĕплетес тата упрас тĕллевлĕ мероприятисене чи пĕлтерĕшлисен шутне кĕртнĕ.

И.ЯКОВЛЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика