03 февраля 2014 г.
Тек Илеперĕ çук Вăрнарăн,
Тек Кĕркуриçĕм манăн çук.
Çапла вĕçленĕччĕ юлташăмăн вил тăприйĕ умĕнче 2003 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче каланă сăввăма. Писательсен пысăк пухăвне Шупашкара пĕрле каймаллаччĕ, анчах унта пĕрле хутшăнасси пулмарĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ман сăвва «Тăван Атăл» журналта вуланисем... Поэт чунĕпе хевти Вăрнар çĕрĕнчен хĕрĕх кунĕпе сĕврĕлмерĕ, сирĕлмерĕ. Пĕлнисем хушшинче ăна аса илсе ялан тем çитменнине туятпăр...
Пĕр çулта пĕр кăрлачра, пĕр эрнере килнĕ иксĕмĕр çак тĕнчене. Хăй калашле, Пурнăç лашиччĕ вăл. Чăваш енĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (ку ятпа тĕп зоотехнике «Знамя», «Ленинец» колхозсенчи, «Колос» совхозри пархатарлă кăтартăвĕсемшĕн чысланă). Вун иккĕрен – колхозник. Социализмла ĕç паттăрĕ (эп унăн 1974, 1975, 1976, 1979 çулсенчи ăмăрту çĕнтерÿçин значокĕсене курнă). Комсомолтан, спорт пĕрлешĕвĕсенчен, культурăпа ял хуçалăх министерствисенчен наградăланă грамотисем нумайччĕ. Район хаçатĕнче темиçе ăстрăмпа çумăн ĕçлерĕмĕр. Григорий Михайлович Совет Союзĕнчи журналистсен, писательсен Союзĕсен, СССР Литература фончĕн членĕ пулчĕ. Çынна шутсăр хапăлччĕ. Пурăнма хытă васкарĕ. «Телей» (1972), «Униче» (1980), «Парăм» (1989) ятпа сăвăсен кĕнекисене кăларчĕ. «Пысăк мар калăпрах нумай шăнăçтарнă. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă çав», – тенĕччĕ вĕсем пирки Хветĕр Агивер, «Тăван Атăлăн» тĕп редакторĕ. Халăх поэчĕ Пурхиле Афанасьев хакланинчен: «Сăввисем – хăйне евĕрлĕ: ăслă та чунлă». Виталий Енĕш: «Илепер – «Алран кайми аки-сухи» юрă пек...». Халăх поэчĕ Юрий Сементер: «Умра эпĕ çĕр чĕлхине пĕлекен, çĕр сывланине туякан, çĕрĕн хÿтлĕх сисĕмĕ пуррине ĕненекен пысăк поэта куратăп».
Илеперĕн авалхи шумерсем чул çине каснă евĕрлĕ афоризмла йĕркесем чылай. Пĕр шедеврне астутарам:
Çĕр – чĕлхеллĕ,
çĕр вăл – куçлă.
Çĕр сывлать те çĕнелет.
Çĕр – хăех салтак, хăй пуçлăх.
Çĕр вăл – çăкăр çитерет.
Тăван çĕре çывăх туйнă, пĕлнĕ, ĕненнĕ, чунтан-вартан юратнă поэт паян, енчен те тăрса ларса çаврăнса пăхас-тăк (Раççей анлăшĕнче хĕрĕх миллион гектар хыт-хура пусмăрĕнче выртать-çке!), мĕн калайнă пулĕччĕ-ши; Çĕр паян – чĕлхесĕр. Суккăр та тейĕн. Ахлаткаласа аран сывлать. Салтак мар. Хÿтлĕх çитессе, хуçисем килессе, çăкăр çитерессе тĕлленет-ши кăштах;..
М.ЯМАНДАЙ.