Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă çыравçă

03 февраля 2014 г.

Çунатлă çыравçă

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тиражĕ çултан-çул ÿсни, паллах, вулакансем унта мĕн çырнине тĕрĕс хак панипе çыхăннă. Вăл пирĕн ентешсем вырăнти влаçсене ытларах шанма пуçланине, çитĕнÿсемпе савăнма пĕлнине, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме хатĕррине кăтартать. Иртнĕ ĕмĕрсенчи паттăрла кунсене хура тĕспе вараламасăр, паянхи кунсенче çутă пайăркисем курма тăрăшакан, çитменлĕхсем çинчен вăхăтра асăрхаттарма пултаракан хăюллă çыравçăсенчен пĕри – пичет ĕçĕнче чылай çул пиçĕхсе ырă ята тивĕçнĕ Михаил Алексеевич Васильев-Ямандай журналист, публицист тата поэт.

Самана уттипе çирĕп утакан çыннăмăр Айкăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитрĕ. «Вăрçă ачисем» теççĕ çак тапхăрта çуралса, ашшĕсемсĕр ÿссе, тĕрлĕ асап тÿссе вĕсем пекех Тăван çĕр-шывшăн, халăхшăн, çынсен телейĕшĕн пуç хума хатĕр ывăл-хĕрсене. Вăл – ача чухне Мăн Явăш уй-хирĕнче тантăшĕсемпе пĕрле хăмăл тăрăх çарран утса-чупса пучах пухнине те, тырă вырнă чух çурлапа пÿрнине кастарнине те, тылри ентешĕсем фронта пулăшнине те, тăлăха юлнă салтак арăмĕсен нуши-тертне те, тырпул туса илекенсен е выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерекенсен сумлă ĕçне-хĕлне те, çăкăр хакне асра тытса, чăтса-туйса, чĕри витĕр кăларса курнă çын. Шартлама хĕл варринчи пек сивĕ, хĕн-хурлă вăхăтра кун çути курма тивнĕ пулсассăн та аякри Çурçĕрте, пысăк çĕр-шывăмăрăн хăватлă тинĕс-çар флотĕнче тăватă çул хĕсметре хул-çурăмпа та, ăс-тăнпа та, кăмăл-сипетпе те, туслăхпа тăванлăхпа та çирĕпленнĕ чăваш каччи чун-чĕре тасалăхĕпе хĕрÿлĕхне нихăçан та чакарман. Апла пулсассăн, вулакансем умне çивĕч статьясемпе тухма тивĕçĕ-пархатарĕ çук мар – пысăк журналистикăна вăл ăнсăртран пырса кĕмен. Куçăмсăр майпа В.И. Ульянов-Ленин ячĕллĕ Хусан патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

Тăван Вăрнар енне парăннăран вăл республика тĕп хулине ĕçлеме темиçе хут чĕнсен те вырăнтан тапранман. Литература сотрудникĕнчен пуçласа «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн редакторне çити ÿснĕ, 20 çул хушши парти райкомĕн бюро членĕ, халăх депутачĕсен район советĕнче яланхи комисси председателĕ пулнă. 1977–1982 çулсенче партин Вăрнар райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче вăй хунă. Унсăр пуçне Михаил Алексеевич «Знание» обществăн районти пĕрлешĕвне, мире хÿтĕлекенсен тата журналистсен вырăнти организацийĕсене тÿлевсĕр ертсе пынă.

Каярахпа вăл Иртеменкасси шкулĕнче вунă çул чăваш чĕлхипе литературин учителĕнче тăрăшнă, тăван ен культурин кабинечĕ çав вăхăтра районта чи лайăххи пулса тăнă.

Михаил Алексеевич нихăçан та награда илес тесе вĕчĕхсе çÿремен. Пурпĕр ĕçне кура темиçе хут та ырă ята тивĕçнĕ вăл. «Маттур, пултаруллă, анчах мĕн тери сăпайлăскер», – тесе тĕлĕнетчĕ унран республикăри Журналистсен союзĕн яваплă секретарĕ, Кăмпалта çуралса ÿснĕ Антип Николаев писатель, ăна Çемен Элкер премине илме комиссири пĕр çынна пула иккĕмĕш хут тăратма тивнĕрен. Çак сумлă ят çумне Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн республикăри организацийĕ туса хунă Иван Ивник ячĕллĕ премийĕ те хушăнчĕ, вăл район хаçачĕн чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ те пулса тăчĕ. Çамрăкрах чухне вăл В.И.Ленин ячĕпе хисепленекен Пĕтĕм Союзри пионерсен организацийĕн тĕп канашĕн «Активлă ĕçленĕшĕн» паллине те, комсомол Тĕп комитечĕн грамотине те, Мире хÿтĕлекенсен Чăваш комитечĕн тав грамотине те, офицерсен Совет Союзĕн маршалĕ Б.М. Шапошников ячĕллĕ «Выстрел» Аслă курсĕсен грамотине те, Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине те, министерствăсемпе ведомствăсен ытти нумай наградисене те илме тивĕçнĕ. Ку вăл хăех – çĕр-шыв историйĕ. Унăн пархатарлă кун-çулĕ тăрăх шкулта экзамен тытма пулать.

Юбилярăн тепĕр паха енĕ – çынлăх. Поэзи ырă çынсене кăна парăнать. Пултарулăха укçа парса илеймĕн. Турă пани кирлĕ, чун тата ĕçченлĕх. Çил çунатлă Пегаса кÿлсе чупасси, Парнас тăвĕ çине хăпарасси, хăвăн хыççăн ыттисене çĕкленме пулăшасси – çăмăл мар, анчах та питĕ пархатарлă ĕç. Нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи» кĕнекене кĕртнĕ Вăрнартан тухнă авторсен сăввисене манса хăварманни – Михаил Ямандайăн чысĕпе мухтавĕ. Вăл çавăн пекех – Вăрнар район энциклопедине пухса кăларакансенчен тата çак пысăк ĕçе малалла тăсакансенчен пĕри, чылай кĕнекесен, тарăн шухăшлă публицистика статйисен авторĕ. Ăна Муса Джалиль çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă ятарлă медаль парса хавхалантарнă.

Шупашкарти ентешсем ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатăп. Тинĕс хумĕ евĕр йăрăм-йăрăм тельняшка айĕнчи вĕри чĕре Тăван çĕр-шывшăн, халăхшăн, çав шутра район çыннисен телейĕшĕн малашне те хăватлăн тапса тăтăр, вулакансене çĕнĕ сăвăсемпе, статьясемпе хавхалантарса çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăштăр.

Валерий КОШКИН,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, А.В.Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика