Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăхĕ манăçмасть

03 февраля 2014 г.

Кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине сирнĕренпе 70 çул çитрĕ.

Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир, паянхи вĕренекенсем, çĕр-шыв историйĕнчи çак хăрушă та паллă пулăм çинчен; Ку ыйту пире, Хапăсри вăтам шкулти пограничниксен çамрăк тусĕсен отрядне кĕрекенсене, питех те кăсăклантарчĕ. 900 кунпа каç тăсăлнă Ленинград блокадин синкерлĕ кунĕсем çинчен нумайрах тĕпчесе пĕлес тĕллевпе, ыйтусем хатĕрлесе шкулта викторина ирттересси çинчен пĕлтертĕмĕр.

Чи нумай ыйту пухакансем – Николай Малицкий, Юлия Васильева, Эльза Машинова, Никита Петров. Вениамин Барановпа Инесса Егорова хăйсен «Ленинград блокадин ачисем» тата «Ленинград – паттăр хула» презентацийĕсемпе паллаштарчĕç. Евгений Михайлов акă шкул библиотекинче «Венок славы» ярăмри интереслĕ кĕнекене тупнă, ачасене вăл Ленинграда ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене сăнлакан сăвăсене, истори саманчĕсене вуласа пачĕ. Карина Александровапа Борис Кириллов «История России. ХХ век» энциклопедие «шĕкĕлченĕ» май «Пурнăç çулĕпе» тата Д.Шостаковичăн паттăрла 7-мĕш симфонийĕпе паллаштарчĕç.

Ленинград çыннисен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхĕ çинчен нумай çĕннине пĕлтĕмĕр эпир, кашни гражданинăн çĕр-шыва хÿтĕлеме кар тăма хатĕр пулмаллине ăнланса илтĕмĕр.

Инесса ЕГОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика