29 января 2014 г.
РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕ Çĕмĕрлери 45-ри С.Киреев тата вăл йĕркеленĕ преступноç ушкăнне кĕрекен 5 çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкернĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, вĕсем çынсен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларакан спиртлă шĕвексене хатĕрлесе е турттарса килсе сутнă. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май 1,2 тонна енне шĕвек туртса илнĕ. Экспертизăсем продукцинче диэтилфталат тата ытти сиенлĕ хутăшсем пуррине палăртнă. Ку техника спиртне йăлара кăна усă курма юрать, çынсемшĕн вăл хăрушă.
Çĕмĕрле район сучĕ вăрçма-хирĕçме юратакан 77-ри ватăна 6 çул та 2 уйăхлăха çирĕп режимлă колоние ăсатнă. Мĕншĕн çакăн пек çирĕп айăпланă-ха ватă çынна; Çĕмĕрлери следстви пайĕ палăртнă тăрăх, вăл 89-ти кинемине хĕнесе вĕлернĕ. Пĕлтĕрхи августра Çĕмĕрле районĕнчи пĕр ялта вăл пĕрле ĕçнĕ хыççăн пенсионеркăпа хирĕçсе кайнă: вăтăр хутран кая мар çапнă, унтан алюмини çатмапа пуçĕнчен ярса панă. Çакăнпа та çырлахман: кинемине пăвнă та хăй тарса çухалнă.
Çав кун маларах вăл тепĕр хĕрарăмпа та темĕн пайлайман иккен. Унпа хирĕçнĕ чух хĕрарăм тăрăх пĕр витре çăл шывĕ янă тата патакпа туртса çапнă.
А.ШАРИН,
Çĕмĕрлери следстви пайĕн ертÿçи юстици майорĕ.