27 января 2014 г.
Штангăпа, кире пуканĕпе, ытти снарядпа пурнăçлакан упражненисем иртнĕ ĕмĕрте çуралнă, хăвăрт вăй илсе сарăлнă. Йывăр грузсене йăтассипе, тĕртессипе иртнĕ мероприятисем яланах халăх йышлăн куракан ăмăртусем шутланаççĕ. Кире пуканĕ йăтасси вара нумай вăхăт сумлă тĕс шутланман. Анчах та вăрçă хыççăн вăл уйрăмах çамрăксене илĕртнĕ. Ку енĕпе çĕршывăн чылай кĕтесĕнче ăмăртусем йĕркелеме тытăннă. Чăваш ен те аякра юлман. Официаллă мар турнирсем республикăн чылай ял-хулинче тăтăшах иртнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Пăрачкав районĕнчи В.Троицкий, А.Овчинников тата Н.Сорокин районсенче кăтартуллă выступленисем ирттернĕ. 50-мĕш çулсем пуçламăшĕнче республикăна çамрăк ветеринари врачĕ В.Захаров килнĕ, вăл – кире пуканĕн спорчĕн Пĕтĕм Раççейри чемпионĕ – хăй тавра штангистсемпе кире пуканĕн тусĕсене пуçтарса спорт секцийĕ йĕркеленĕ. Чăваш атлечĕсем кĕçех хăйсене тĕрлĕ ăмăртура кăтартма пултарнă.
80-мĕш çулсенче республикăра пултаруллă çамрăк гиревиксем йышланнă. Чăваш пăхаттирĕсем йышĕнче – республика рекордсменĕ, пĕрре мар чемпионĕ, спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕме тивĕçнĕ Борис Глинкин, тĕнче рекордсменĕ Анатолий Павлов (унăн ячĕ те Гиннес рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ), спорт мастерĕ, тĕнче Кубокĕн çĕнтерÿçи, Раççей чемпионĕ Сергей Кириллов.
Чăваш енри йывăр атлетика аталанăвне вăрнарсем те сумлă тÿпе хывнă: Упнерти пĕртăван Владимир, Александр тата Валерий Беловсем – самбистсем, сăмахран. Виççĕшĕ те спортри çулне Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн кĕрешÿ секцийĕнче хывнă.
Владимир самбо енĕпе тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, темиçе хутчен СССР чемпионĕ, халăхсен Спартакиадин тата СССР Кубокĕн ултă хутчен çĕнтерÿçи, тĕнче класлă спорт мастерĕ. ЧАССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Химпромăн спорт комплексĕнче тренерта ĕçленĕ.
Шăллĕ, Александр, шăпах ун патĕнче спортăн ку тĕсĕпе туслашнă. Куйбышевра иртнĕ Пĕтĕм Союз первенствин кĕмĕл призерĕ. «Динамо» спорт обществисем хушшинче иртнĕ СССР первенствинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Пĕр вăхăтрах ирĕклĕ майпа кĕрешессипе те республикăри, çĕршыври ăмăртусенче палăрнă.
Валерий – Пĕтĕм Союзри ЦСКА чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ (1985 çул), Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвăн бронза призерĕ (1986 çул), Пĕтĕм Союзри турнирăн кĕмĕл призерĕ (1987 çул). СССР спорт мастерĕн ятне 1987 çулта тивĕçнĕ. 1996–1998 çулсенче Вăрнарти спорт шкулĕн преподавателĕ пулнă.
Ку тĕсре Пуканкасси хĕрĕ Линда Яковлева (Федорова) та палăрнă. Вăл кĕрешĕвĕн виçĕ тĕсĕпе – дзюдо, самбо тата ирĕклĕ майпа кĕрешесси – Раççей призерĕ пулнă. Вăл ку тĕссемпе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ республикăри пĕртен-пĕр спортсменка.
Кире пуканĕ йăтассипе Кÿстÿмĕр каччине Анатолий Авруйские асăнмалла. Раççей спорт мастерĕ. 1992, 1993 çулсенче кире пуканĕ йăтассипе республика чемпионĕ пулса тăнă. Малтанхи çул 24 килограмлă кире пуканне тĕртсе 85 хутчен, иккĕмĕш çулне 32 килограмлине 82 хутчен çĕкленĕ.
Олимп вăййисенче Ардалион Игнатьев çăмăл атлет уçнă наградăсен шутне Валериан Соколов боксер ÿстернĕ. Мехикăри XIX Олимп вăййисенче вăл «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Ун тĕслĕхĕ чылай çамрăка ку тĕспе туслашма, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче палăрма пулăшнă.