27 января 2014 г.
Кил-çуртра инкек ан тухтăр тесен, кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла. Ан манăр: пушар шăтăк-çурăксенчен тухнă çулăмран та тивсе илме пултарать. Кăмакасене пĕрмаях сăнамалла, курнă-асăрханă çурăксене тÿрех юсаса çĕнетмелле. Хăрăма вăхăтра тасатăр, кăмакана шуратни шăтăк-çурăксене çийĕнчех асăрхама май парать.
Кăмакапа усă куратăр-тăк, çак правилăсене çирĕп пăхăнăр:
– кăмака умне 50х70 см виçеллĕ, 2 мм çÿхе мар тимĕр листи çапмалла;
– вутта бензинпа, краççынпа е ытти хăвăрт тивсе илекен шĕвексемпе чĕртме юрамасть;
– çунтармалли-сĕрмелли материалсене кăмака çумĕнче упрани те хăрушă;
– çунакан кăмака алăкне нихăçан та уçса ан хăварăр;
– кĕле шывпа сапса сÿнтермелле те ятарлă хăрушсăр вырăна тăкмалла;
– çунакан материалтан тунă тăрă çумĕнчи тĕтĕм тăрписен хĕлхем тухассине чарма металл сетка пулмалла;
– кăмака çинче япаласем тата нÿрĕ пуленкесем типĕтме юрамасть, сĕтел-пукана та çывăха ан лартăр;
– тĕтĕм çулĕсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен тата каярахпа икĕ уйăхра пĕр хутчен те пулин тасатмалла;
– çуртсен тивсе илме пултаракан конструкцийĕсем кăмакапа çывăх пулсан вĕсене çунман материалсемпе уйăрмалла.
И.МАКСИМОВА, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн
инженерĕ.
А.ПЕТРОВ,
асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.