Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулăм кăмакаран тухнă

27 января 2014 г.

Вут-çулăм кăларнă тепĕр инкек пулнă тунти кун. Каллех синкерлĕ вĕçленнĕ – 76-ри кил хуçи хĕрарăмĕ сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Пурне те шухăша яма кирлĕ цифрăсем: çулталăк пуçланнăранпа тăватă пушарта виçĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Иртнĕ çул вĕçĕнче те (декабрĕн 9, 12-мĕшĕсенче) икĕ çын пушарта вилнине шута илсен, кĕске тапхăрта – уйăх çурă хушшинче – 5 виле. Чăн та, пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ питĕ кăткăс тухса тăнă районта.

Асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Ю.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, тунти кун Хирпуçĕнче пулнă инкекĕн сăлтавĕ – кăмакана хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр вырнаçтарни тата усă курни. Тĕрĕссипе, çуртра кăмака тавралли урай кăна (2 тăваткал метр) çуннă, стенасем тата ытти сиенленмен. Çавăнпа та çулăм ăçтан тухни тÿрех паллă пулнă. Кăмакана никĕспе хăпартмасăр тÿрех хăма çине купаланă мĕн. Кивелсе пынă май шал енчен кирпĕчсем ишĕлме тытăннă, шăпах çакăн пек шăтăкран тухса ÿкнĕ те кăмрăк. Кил хуçи хĕрарăмĕ çăлăнайман – наркăмăшланса вилнĕ.

И.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика