Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентешсем те хутшăннă

27 января 2014 г.

Этемлĕх историйĕнчи чи хурлăхлă пулăма сирме – Ленинград хулине тăшман ункинчен хăтарма Вăрнар тăрăхĕнчи çынсем те хутшăннă. Шел те, паян ку хула ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсенчен районта иккĕн кăна тăрса юлнă.

Калининăра пурăнакан Иван Михайлович Михайлова 19 çулта çара илнĕ. Сталинград хулишĕн пынă юнлă çапăçусене хутшăннă. Йывăр аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан 1942 çулхи декабрьте каллех фронта янă. Хальхинче – çурçĕрелле, Ленинград еннелле. Катăш каччи Волхов фронтне, 2-мĕш ударлă армин стрелоксен 224-мĕш çыхăну ротине лекнĕ. Совет воинĕсем яваплă «Хĕлхем» операцие хатĕрленнĕ.

1943 çулхи январьте пирĕн çарсем наступление тухнă. Волхов фрончĕн 2-мĕш ударлă тата Ленинград фрончĕн 67-мĕш армийĕсем 1-мĕшпе 5-мĕш рабочи поселокĕсем тĕлĕнче пĕрлешсе тăшман ункине татнă. Ленинград Пысăк çĕрпе çыхăну тытма пуçланă.

Çак çапăçусенче Иван Михайлович дивизипе полк штабĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Дивизи штабĕнчен полк командирне питĕ кирлĕ пакета вăхăтра çитерсе панăшăн ăна «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.

Хыççăн ентеш Курск пĕккинчи стратегилле операцие хутшăннă. Днепр çинчи çапăçусемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Польшăна, Чехословакие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене кĕнĕ. Берлина çитнĕ.

Мирлĕ пурнăçра Иван Михайлович ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ. Ырă ят çĕнсе илнĕ. 25 çул ытла судомоделистсен кружокне ертсе пынă. Унта çÿрекенсенчен вуннăшĕ Горькинчи шыв транспорт инженерĕсен институтне вĕренсе пĕтернĕ.

 

Пăртасри Василий Михайлович Михайловпа ырă самантра паллашма тÿр килнĕччĕ. 2010 çулта 65 çул ытларах иртнĕ хыççăн ăна вăрçăри награди шыраса тупнăччĕ. Василий Михайлович Михайлов кĕçĕн сержанта «Хăюлăхшăн» медальпе наградăласси çинчен 1944 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи приказĕпе 30-мĕш артиллери полк командирĕ алă пуснă. Çак наградăна вăрçă паттăрĕн кăкăрĕ çине ытти медаль-орденĕсем çумне, вăл шутра «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медаль те пур, чаплă лару-тăрура çакса янăччĕ.

Василий Михайловича, 19-ти каччăна, çĕр-шыва нимĕç эшкерĕсенчен сыхлама хаяр вăрçă пуçланнă вуннăмĕш кунĕнчех ят тухнă. Çапăçу вутне тÿрех кĕмен, вĕсене Мари Республикинчи Суслонгер çывăхĕнче туса хунă стрелоксен 1064-мĕш полкĕнче сакăр уйăх тытнă.

Блокадăри Ленинграда ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене кĕнĕ. Хулана Пысăк çĕрпе çыхăнтарма Синявино çывăхĕнче тăшман ункине татмалла пулнă. Кунти шурлăхлă вырăнта фашистсем вирлĕн çирĕпленсе ларнă. Нимĕç фашисчĕсене кунтан сирпĕтессипе çапăçусем темиçе уйăх пынă. Пиншер совет салтакĕ кунта ĕмĕрлĕх выртса юлнă. Василий Михайлович та аманнă, бомба ванчăкĕ янахăн сылтăм енне аркатнă. Темле вăйпа пуçне çĕклемен пулсан, паян вăл чĕррисен йышĕнче пулмĕччĕ те. Новосибирскри эвакогоспитальте çур çул сипленнĕ хыççăн ăна киле янă.

Анчах мирлĕ пурнăç ытамĕнче нумаях пулма май килмен. Уйăхранах ăна каллех салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Ку хутĕнче В.Михайлов 296-мĕш артиллери полкне лекнĕ. 122 миллиметрлă (вăл вăхăтра чи пысăк калибрлă) гаубица наводчикĕ пулса тăнă. Хуласене, мирлĕ çĕршывсене ирĕке кăларассишĕн вун-вун юнлă çапăçăва кĕнĕ. Каллех аманнă.

Паттăр салтак тăван ялне вăрçă чарăнсан çулталăкран тин таврăннă. Ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă, бригадирта, ферма заведующийĕнче тимленĕ. Вăл ĕçчен те вăйлă пулни унăн кушăрханă, ĕçпе хытнă, анчах та пысăк та çирĕп аллисенчен аван курăнать. «Виç литрлă банкăна хăрах ал лаппипе çавăрса тытма пултаратчĕ»,– теççĕ ял çыннисем...

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика