22 января 2014 г.
Кил-çуртне кĕрсенех асамлăх тĕнчине лекетĕн. Пÿртĕнче тирпей-тасалăх хуçаланать, тавраллах тĕрленĕ япаласем – пăхса тăранмалла мар илем.
Стенасем çинче те хÿхĕм тĕрĕсем, вырăн таврашĕсене капăрлатнă эреш-ÿкерчĕксем те куçа илĕртеççĕ. Музейри экспонатсем тейĕн. Çакнашкал илем тĕнчинче пурăнаççĕ Уйкас Кипекри Раисăпа Вячеслав Даниловсем. Раиса Комсомольски районĕнчен ку яла качча килнĕ. Бисерпа тĕрлеме юратать. 14 турăш тĕрленĕ, кунсăр пуçне кашни пÿлĕмрех стенасем çинче – 60 яхăн ал ĕçĕ. «20-е – яхăн тĕрре парнелле панă», – терĕ Рая. Хĕллехи пушăрах вăхăтра татах та тимлесшĕн-ха вăл юратнă ĕçĕпе, хăйĕн тĕррисемпе тĕнчене татах та ырăрах тăвасшăн.
Раиса Данилова тата унăн ĕçĕсем.
В.ПАВЛОВ.