22 января 2014 г.
Çак уйăхра районти мĕнпур шкул библиотекисем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç. Чăваш кĕнеке издательствинчен района 268 пин тенкĕлĕх илемлĕ литература килсе çитрĕ. Пурĕ икĕ пине яхăн чăвашла кĕнеке.
А.Кипеч, Ю.Сементер, Ю.Айдаш, М.Карягина, Ю.Скворцов çыравçăсен хайлавĕсене кĕçĕн класра вĕренекенсенчен пуçласа аслă класрисем таранах хапăлласа вуласса шанас килет. Кĕнекесене тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вĕсенче ĕçченлĕх, сăпайлăх, туслăх теми тĕпре. Аслă класра вĕренекенсем валли юрату туйăмĕсене халалланисем те пур.
Чăваш литература урокĕсенче тата пушă вăхăтра вĕренекенсем чăвашла кĕнекесене вуласа хăйсен тавракурăмне анлăлатма пултараççĕ.
Р.ФЕДОРОВА.