20 января 2014 г.
Хĕвелтухăç енче Йăрар юхса выртать. Ку енче – тăвайккиллĕ вырăнсем.
Кÿлĕ айлăмра. Лаптăкĕ – 16–17 гектар.
Шкулти географи учителĕ Ерофей Николаев пире, çиччĕмĕш класс ачисене, кÿлĕ лаптăкне тата унăн тарăнăшне виçтернĕччĕ. Виçĕ арçын ача, кÿлĕ варрине сулăпа кĕрсе, вĕрен вĕççĕн йывăр кирĕсем ячĕç. Вун икĕ метр тарăнăш. Вăл тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕрен. Водолазсем кÿлĕре темиçе çăл куç тапса тăрать тенĕ.
Кÿлхĕрри Чăваш Республикинче чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Ваттисем каланă тăрăх, вăл çут çанталăкри пулăмсене систерет. Шыва хĕрлĕ тĕс çапнă-тăк, ку ырра мар, пушар тухать е çын путса вилет. Çил-тăвăллă çумăр умĕн кÿлĕ çийĕн хура пĕлĕт юпаланса тăрать, çумăр хыççăн çухалать.
Кÿлĕ пăрлă çумăра сирсе ячĕ тенине илтме пулать.
Кÿлĕ – канмалли вырăн. Ачасем те, çитĕннисем те çулла шыва кĕрсе, пулă тытса савăнаççĕ. Кунта ытти ялсенчен, поселокран килеççĕ.
Пăр ларсанах конькипе, хĕлле кÿлĕ тавра йĕлтĕрпе ярăнма çÿреççĕ.
Ача чухне пăр çине выртса шыври пулăсене сăнама юрататтăмăрччĕ. Кÿлĕре акăшсене, чайкăсене курма пулать. Пĕр çулхине çичĕ мăшăр акăш çу каçрĕ. Вĕсене ÿкерсе илнĕччĕ эпĕ ун чухне.
Кÿлĕре карпсем, карассем, уланкăсем, çăрттансем пур. 2011 çулта пăр ир шăннă тата хĕлле вак касман пирки пулăсем нумай вилсе пĕтрĕç. Çуркунне вĕсем кÿлĕ тавралла тухса выртнă. 7–8 пуллăн тăршшĕ пĕр метр ытла, йывăрăшĕ вуншар килограмм та пулĕ. Ялти çамрăксем пулăсене лашапа турттарчĕç, шăтăк алтса пытарнăччĕ.
2010 çулта, питĕ шăрăх пулнипе, шывĕ 4–5 метр таранах чакрĕ. Мăк çиеле тухса шап-шурă чечеке ларчĕ. Тутлă шăршăллăччĕ. Ялти ватăсем каланă тăрăх, кÿлĕ чечеке ларнине нихăçан та курман.
Колхоз пулнă вăхăтра пулăсене сĕрекепе сĕретчĕç. Çапла майпа мăк çырана тухса выртатчĕ. Çавăнпа кÿлĕ тасалса пынă. Халĕ вăл мăкланса ларчĕ.
Ялти шкулта вĕрентекен кÿлĕ çинчен юрă çырнă пулнă. Паянхи куна аслисем те, çамрăксем те юрлаççĕ.
Кÿлхĕрри, сана кам манĕ
Хăть ăçта кайсан.
Куснарпа Çавал вăрманĕ
Умăмра ялан.
Кÿллине эс ытараймăн,
Хумĕ ылтăнран.
Эх, мĕн чухлĕ пулă евĕр
Ишнĕ пуль унта.
Улăхра илемлĕ вырăн,
Ешĕл çарансем.
Улăхра юрлаççĕ юрă
Чĕвĕл кайăксем.
Çакăнта эпир çуралнă,
Пĕтĕмпех асра.
Юрату кунта пуçланнă
Çамрăк вăхăтра.
Кÿлхĕрри кÿллине 2007 çулта 2-мĕш степеньлĕ диплом парса чысланă, вăл çутçанталăк палăкĕ шутланать.
М.СЕРГЕЕВА.