20 января 2014 г.
Паллă ентешĕмĕр, чаплă сăвăç, халăхра анлă сарăлнă чылай юрă сăмахĕсен авторĕ, Çавалкасра çуралса ÿснĕ Иван Ивник пурăннă пулсан кăçал кăрлачра 100 çул тултарнă пулĕччĕ. «Сăвăçсем вилмеççĕ, вĕсем халăхăмăрăн асĕнче, пултарулăхĕ вара – ĕмĕрсем валли», – тесе тĕрĕсех калаççĕ иккен ваттисем.
Нумаях пулмасть Иван Ивникăн халиччен ниçта та пичетленмен, хăйĕн аллипе çырнă çырăвĕпе паллашма тÿр килчĕ. Хăмăшри культура çуртĕнче иртнĕ манăн «Синкерлĕ çулсенче…» кĕнеке презентацине пынă юлташăм Вячеслав Мартынов отставкăри полковник, уяв илемĕпе хавхаланнăскер, çавăн хыççăн хăйĕн ялĕн историне тĕпчеме шут тытнă. Муркаш районĕнчи Çатракассинче пурăнакан Смирновсен килĕнче тупнă та ĕнтĕ вăл çак çырăва:
«Анна Осиповна!
Эсир мана тахçанах маннă ĕнтĕ, калаçмалли те çук ун çинчен. Тепĕр чух çакнашкал шухăш килсе кĕрет: ма пĕрер çыру çырас мар-ха ĕлĕк пĕрле ĕçленĕ çын патне, тесе шутласа илетĕн. Эпĕ те çавăн пекех турăм.
Сирĕн пата хамăн 1934 çулта тухнă пĕр кĕнекене ярса паратăп. Хăвăрăн вĕренекенĕрсене парăр, юратса вулама кирлĕ ăна вĕсем.
1937-мĕш çулта, кăçал, манăн «Çуркунне» ятлă кĕнеке тухнă – сăвăсемпе поэмăсен кĕнеки. Хăвăрăн шкулăр валли пĕр-икĕ экземпляр илĕр. Хакĕ 3 т. 20 п. Тутаркасра (Сундырьте) пур. Салам пурсăра та. Çыру çырманшăн ан ятлăр.
Иван Ивник».
1934 çулта Ивникăн «Павлик Морозов» поэми уйрăм кĕнекепе пичетленсе тухни паллă, çавна ярса панă ĕнтĕ сăвăç. Анчах кам пулнă-ха вăл, Анна Осиповна;
Документсем тăрăх, Ивникран çыру илнĕ хĕрарăм Шупашкар районĕнчи Паникас-Тохтар ялĕнче 1905 çулта çуралнă, саккăр тултарсан земски училищине вĕренме кĕнĕ. 1912 çулхи пушарта вĕсен мĕнпур хуçалăхĕ çунса кĕлленнĕ. 1914 çулта ашшĕне пĕрремĕш тĕнче вăрçине ăсатнă, виçĕ çул ытла çапăçнă вăл унта. 9 çынран тăракан çемьен пурнăçĕ çăмăл пулман, пĕр çын валли кăна çĕр уйăрнă. Янташ ялĕнче аслă пуçламăш училище уçăлсан Анна унта вĕренме кĕнĕ, кĕçех училище иккĕмĕш сыпăкли пулса тăнă. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл, выçăллă-тутăллă пурăннăран, чирлесе ÿкнĕ. 1922 çулта Шупашкарти педагогика техникумне кĕме пултарнă, тăватă çул вĕреннĕ хыççăн, каллех чире пула, вырăс чĕлхи методики тата обществоведени предмечĕсемпе экзаменсене вăхăтра тытайман. Çав çулсенче вăл вăхăтлăх ĕç тупса Ивникпа паллашма пултарнă. 1927 çулхи çуркунне, вĕренсе тухни çинчен документ илсен, Кашмаш тата Çатракасси шкулĕсенче заведующи пулса вăй хунă. Мăшăрĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ, чылай вăхăт Муркаш районĕнчи «Свобода» колхоз председателĕнче тăрăшнă.
Чи тĕлĕнмелли вара çакă: пире Мартынов полковникпа иксĕмĕре те, кашнине хăй вăхăтĕнче – пĕрне Çатракассинче, теприне Хăмăшра – Анна Осиповнăн хĕрĕ математикăна вĕрентнĕ иккен. Вячеслав Валерианович аса илнĕ тăрăх, тăван шкулта тарăн пĕлÿ илнĕрен вăл Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕме пултарнă, инженера тухнă, хăрушсăрлăх органĕсенчи хастарлăхĕшĕн сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Ача чухне шăп та лăп Рена Михайловна Смирнова тăрăшнипе пионерсен Пĕтĕм Союзри «Артек» лагерьне кайма путевка çĕнсе илнĕ, унта Юрий Гагарин космонавтпа тĕл пулнă, юнашар тăрса сăн ÿкерĕннĕ.
Пĕррехинче Калининăри вăтам шкул директорĕ Иван Степанович Нарышкин хăйĕн патне ĕçлеме Порфирий Яковлевич Ядаринкин ăста математика куçарсан Хăмăша ун вырăнне Рена Михайловна Смирновăна йышăнчĕç. Нарышкинсем хăмăшсене япăх вĕрентни çинчен каланине вара малашне те илтмен. Вĕренекенсенчен малтанхи учитель пекех çирĕп ыйтакан çивĕч ăслă-тăнлă çынччĕ Рена Михайловна. Чакăр сенкер куçĕсемпе шăтарасла пăхса ыйтатчĕ. Алгебрăпа геометрие çеç мар, тăван литературăна та килĕштеретчĕ вăл, уроксем хыççăн класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелетчĕ, ăс пухма хавхалантаратчĕ, математика мелĕсемпе усă курса тарăн шухăшлама вĕрентетчĕ, пурнăç пулăмĕсене шĕкĕлчесе тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтаратчĕ. Инвалид пулсан та (хăрах ури хуçланмастчĕ) пирĕн учительница чĕррĕн, васкаса утатчĕ. Халĕ вырăнпах выртать иккен, Çатракассинчи Леонид ятлă шăллĕ пăхса-тирпейлесе пурăнать.
Халăх юратнă Ивникăн паллă мар çырăвĕ тупăннипе çипленсе чун-чĕрере хамăра пурнăç çулĕ çине кăларнă çынсем çинчен ырă асаилÿсем тепĕр хут чĕрĕлсе çуталчĕç.
Валерий КОШКИН.