20 января 2014 г.
Çĕнĕ çул каçĕнче Санарпуç клубĕнче бал-маскарад хаваслă иртрĕ. Çынсем нумаййăн пуçтарăнчĕç, уяв программи пуян пулчĕ. Ижендер урамĕнче пурăнакан хĕрарăмсем уйрăмах питĕ маттуррине палăртмалла: тĕрлĕ-тĕрлĕ тум тăхăнса килчĕç, пурне та савăнăç кÿчĕç. Илемлĕ чăрăш тавра çаврăнса ыттисене те хăйсемпе пĕрле ташлаттарчĕç. Вĕсем хăть мĕнле уяв-конкурса çавăн пек харăссăн, йышлăн пуçтарăнса ирттереççĕ. Питĕ туслă пурăнаççĕ, яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ.
Бал-маскарада ирттерме А.Игнатьев фермер, В.Ижелеев предприниматель, «Березка» лавкка хуçи, «Анкона» лавкка ертÿçи, Татьяна Михайлова нумай пулăшрĕç, пурне те тав сăмахĕ калатăп.
М.ГОРШКОВА,
Санарпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ.