Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана упрар

15 января 2014 г.

Эпĕ Шĕнер Ишек ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ялпа юнашар хутăш вăрман пур. Унта тĕрлĕ йывăç-курăк ÿсет. Кĕнекесенчен эпĕ пирĕн вăрманта пăрăнтăк, пурăш, пăши пурăннине пĕлтĕм. Хам сăнанинчен кунтах мулкач, пакша, тилĕ, чĕрĕп пурăннине пĕлетĕп. Кайăксем те тĕрлĕрен: шăпчăк, чакак, куккук, шăван кайăк, улатакка. Мана вăрман хăйĕн илемĕпе тыткăнлать. Кунта сывлăшĕ те уçă. Эпир вăрмана тус-юлташпа çÿретпĕр, кайăксене сăнама юрататпăр.

Пĕррехинче тĕлĕнтермĕш куртăмăр. Пĕр кайăк кивĕ тунката ăшне йĕкелсем чиксе хунине асăрхарăмăр. Темшĕн пытарать вĕсене; Çакă мĕнле кайăк икенне аннерен ыйтса пĕлтĕм. Ку – кĕпшĕл (вырăсла – сойка) иккен. Вăл хăйне валли апат хатĕрлесе пытарса хурать те хăш чухне тупаймасть, çак вырăнта вара çамрăк юмансем шăтса тухаççĕ. Вăрманти тепĕр тĕлĕнтермĕш – кăмпа. Кашни кăмпан хăйĕн вырăнĕ пур. Ăвăс кăмпи – ăвăслăхра, хурăн кăмпи – хурăнлăхра. Эпĕ пуринчен ытла шур кăмпа татма юрататăп.

Вăрмансăр çынна пурăнма йывăр. Çавăнпа та ăна сыхламалла.

Ульяна ИВАНОВА,

Калининăри вăтам шкулта 4 класра вĕренекен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика