15 января 2014 г.
2014 çулта культура сферине пысăк тимлĕх уйăрасси – çав шутра культура çурчĕсене çĕнетесси тата пуянлатасси пирки каланине радиопа та, телевиденипе те тăтăшах илтетпĕр. Культурăна халалланă çулталăкра пирĕн тăрăхра та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлансан аванччĕ.
Уйкас Ялтăра ялĕнче акă илемлĕ курăнса ларакан клуб та, лавкка та пурччĕ. Анчах халĕ ял халăхĕ тĕттĕме юлчĕ: ку çуртсене иккĕшне те хупса лартрĕç.
Клуба колхоз пуçлăхĕ пулнă Л.Лукин пуçарнипе хăпартса лартса ял çыннисене савăнтарнăччĕ. Сцена çине концертсемпе тухатчĕç, спектакльсем лартатчĕç. Çамрăксем те, ваттисем те кунта пуçтарăнса кăмăлĕсене уçатчĕç. Паянхи кун вара çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттерме, ташă каçĕсене пуçтарăнма вырăн çук.
Тепĕр йывăрлăх – лавккана хупни. Ватă çынсен алла туя тытса çăкăр туянма Малтикас Ялтăрана утма тивет. Эпĕ хам та ку ялта çуралса ÿснĕ те чун ыратать. Вăрçă хыççăн та хальхи пек культура çурчĕсĕр пурăнман. Культура çулталăкĕнче Уйкас Ялтăрари клуба ĕçлеттерсе ярасса шанатпăр.
Нина ПАРАМОНОВА.