Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче кĕрÿшĕ

15 января 2014 г.

Кÿршĕри пĕр ватă çынна Кĕркури мучи тесе чĕнетпĕр. Çурăм хыçĕнче ăна «тĕнче кĕрÿшĕ» текелеççĕ. Çамрăкла питĕ шухă пулнă-мĕн, çичĕ арăма çитнĕ. Аллăра малтанхи арăмне виçĕ ачипе кăларса ярса (тен, арăмĕ хăй тухса кайнă) çирĕм çулхи хĕре илсе пынă. Пилĕк çул пурăннă хыççăн çамрăк арăм хăй урăх арçынпа ялтан тухса тарнă. Мучи тата темиçе хут авланнă, киле кĕрсе пăхнă. Анчах пурнăçĕ ăнман. Юлашкинчен Кĕркури малтанхи арăмне таврăнма тархасланă. Вăл та, хĕрĕ патĕнче пурăнаканскер, Кĕркурипе калаçасшăн пулман. Ачисем те мучи патне килсе çÿремеççĕ. Çичĕ арăма çитнĕ пулсан та ачисем малтанхинчен кăна.

Пурăнать халь мучи тăлăх туратăн тунсăхласа. Пач пĕчченрен пĕр автанпа виçĕ чăх усрать. Автанĕ хăй пекех ватă. Тĕрĕссипе, Кĕркури мучи пĕрре те усал çын мар: халиччен никама та хур туман, никампа та хирĕçмен. Тен, çавăнпа хĕрхенеççĕ ăна кÿршĕ хĕрарăмĕсем. Пĕри кĕпи-йĕмне çуса парать, тепри – урайне. Эпир хăш чухне сĕт-турăх леçсе паратпăр.

Пĕррехинче мана анне ватă çынна кукăль кайса çитерме хушрĕ. Мучи мана кил картине кĕнине асăрхамарĕ. Калаçа-калаçах чăххисене тăрантарать. Автанĕн вара пĕр пек хăйĕн шухăшĕ: чăхсене пĕрех май хăвалать.

– Лăплан-ха, Петя, лăплан! – тет мучи автанне. – Эсĕ вĕсене пурпĕрех парăнтарияс çук. Ватăлтăмăр ĕнтĕ иксĕмĕр. Ĕлĕк кÿршĕ чăххисем пирĕн пата килетчĕç, халĕ вара килтисем кÿрше тараççĕ. Мĕн тăвăн, çапла ĕнтĕ вăл ватăлсан.

Р.КĔРХИ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика