15 января 2014 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин паллă поэчĕ Александр Алга çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă турĕç. Мана та шăпа аслă поэтпа калаçма, алă тытма, вĕсем патĕнче хăнара пулма, хăй ятран парнеленĕ кĕнекене илме пÿрнĕ.
1968 çулхи декабрь. Эпĕ Совет Çарĕнче 3 çул тăнă хыççăн вунă кунтанах Шупашкарти «Волга» хăна çуртне столяра вырнаçрăм. Пĕрремĕш ĕç администрацинчи укçа хумалли сĕтеле юсасси пулчĕ. Пурте тухса кайрĕç. Умра тĕркем-тĕркем тĕрлĕ укçа. Йĕркелĕхе вĕрентнĕ те ют çын япалине нихăçан та хапсăнман. Ман ĕçпе кăмăллă пулчĕç. Администраци пуçлăхĕ Мария Леонтьевна та тимлĕ ĕçшĕн ырларĕ.
Каярах эпĕ Мария Леонтьевна чăвашсен паллă поэчĕн Александр Алган мăшăрĕ пулнине пĕлтĕм. Унран вара юратнă поэтпа тĕл пултарма ыйтрăм.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ Мария Леонтьевна хăй патне чĕнсе илчĕ: «Валерка, пире сирĕнтен пулăшу кирлĕ, пирĕн алăк уççи улăштармалла. Паян Саша та килтех пулать, акă сана адрес», – терĕ.
Çав кунах эпир хамăр ялти пĕр класра вĕреннĕ Алексей Лукинпа вĕсем патне кайрăмăр. Поэт «Чувашия» гостиницăран çÿлерех пурăнатчĕ. Пире кил хуçи Александр Алга кĕтсе илчĕ. Çÿллĕ мар çын, вăтам пÿллĕ, йăрă, ăшă кăмăллă.
Уçă улăштарнă вăхăтра Александр Алгана сăнарăм, вăл хваттер тăрăх утать, темĕн çинчен шутлать. Çук иккен, вăл сăвăсен сăмахĕсене çыра-çыра хурать, комод çинчи блокнот çине пĕр-икĕ куплет, сĕтел çине пырса тепĕр виçĕ куплет, холодильник патне пырса темиçе йĕрке. Харăсах темиçе сăвă çырать пулас.
Эпир те ĕçе вĕçлерĕмĕр, Александр Алга пире чей ĕçме чĕнет, сĕтел хушшинче вара: «Сире ĕçшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле;» – тесе ыйтать.
– Пире нимĕн те кирлĕ мар, эпир укçа ĕçлесе илме килмен, сире хăвăра курни чи пахи, – тесе хуравларăмăр.
– Ун пек лайăх мар-ха, Мария Леонтьевна эсир нимĕн те илменнине пĕлсен хама ятлĕ, – тет А.Алга.
– Ыйтсан намăс та пулĕ, анчах та мана хăвăр çырнă пĕр-пĕр кĕнекене алă пусса парсан тем пекех телейлĕ пулнă пулăттăм, – тетĕп хам та поэзипе кăсăкланнине пĕлтерсе.
Тепĕр кунне Мария Леонтьевна ĕçе пырсан мана хăй патне чĕнсе илчĕ. «Акă сире Сашăран кĕнеке, упрăр, ăна аса илĕр, лайăххине кăна», – тесе кĕнеке тыттарчĕ.
Кĕтнĕ самант – манăн аллăмра Чăваш çĕршывĕн, фронтовикăн, чăваш поэчĕн Александр Алган парни – сăвăсен кĕнеки, хуплашкине уçсан çак йĕркесем: «Любителю поэзии Валерию от автора Александра Алга, алă пуснă. 1969 год».
Валерий ГРИГОРЬЕВ.
Кивçурт Енĕш.