15 января 2014 г.
Раççейре çулталăкра 500 пин çынна инсульт çапать, вĕсенчен çуррине яхăнĕ вилет, сывă юлнисенчен 90 проценчĕ инвалид пулса юлать. Унсăр пуçне, чирлисен 20 процентне ют çын асăрхавĕ кирлĕ.
500 пин çын пĕр пысăк хулапа танлашать. Маларах инсульт ытларах аслисене айăпланă. Юлашки çулсенче вара çамрăксене те, ачасене те çапнă тĕслĕхсем нумайланса пыраççĕ. Шел те, нумайăшĕ ку чухне больницăран тухсан мĕн тумаллине пĕлмеççĕ.
Инсульт сăлтавĕсем тата ăна асăрхаттарасси пирки республикăри çирĕплетекен медицина тата реабилитаци центрĕн врач-неврологĕпе Ирина Юрьевна ПАВЛОВАПА калаçатпăр:
– Инсульт – юн пуç мимине пыма пăрахни. Кислород тата глюкоза çитменни пуç мимин клеткисене вĕлерет, хускану функцийĕсене, калаçăва тата ăс-тăна пăсать. Мĕнпур чирĕн пĕрре-виççĕмĕш пайĕ – ишеми инсульчĕ. Ку терминпа тромб юн тымарĕсене мăкласа лартнине тата пуç мимин пайне юн пырассине чарса лартнине палăртаççĕ. Ытларах чухне тромб кĕлеткен вăта çĕрти юн тымарĕсенче йĕркеленет, уçăлса юн çулĕпе пуç мимине çитет. Унта вăл мимен вĕтĕ тымарĕсенче чарăнса ларать, вĕсене юн пырассине хупласа хурать.
Инсультăн тепĕр тĕсĕ – геморрагилле инсульт, вăл сайрарах тĕл пулать. Кун пек чухне пуç миминче юн тымарĕсем çурăлса каяççĕ.
Юн чĕре япăх ĕçленинчен е суранланнă хыççăн ура, хырăм е кăкăр çинчи тымарсем çурăлнинчен мăклашкаланма пултарать. Юн пуçа кайни юн пусăмĕ пысăк пулнинчен те килет, вăл пуç миминчи вĕтĕ тымарсене çурса ярать.
– Инсульт мĕн патне илсе çитерет-ха;
– Пуç мимин пысăках мар пайне айăплани ура-алăсене вăйсăрлатать. Юн çаврăнăшĕ пысăк лаптăкра пăсăлнинчен шалкăм çапать е çын вилсе каять. Инсульт çапнă çынсенчен нумайăшĕн кĕлеткен хăрах енĕ кăштах е пĕтĕмпех ĕçлеме пăрахать, çын япăх калаçма пуçлать, шăк тата каяш чаракĕ пĕтет. Ăс-тăн та мăкалать.
– Инсультăн пуçламăш паллисем мĕнле-ха тата ку чире мĕнле палăртмалла;
– Инсульт палăрăмсемсĕр пуçланать. Анчах та темиçе минутранах пуç мимин клеткисем кислород çитменнипе вилме пуçлаççĕ. Инсульт паллисем: пуç çаврăнни, кĕлетке шайлашăвне туйма пăрахни, тытăнчăклăн калаçма тытăнни, кĕлеткен пайĕсем çывăрса ларни, вăйсăрлăх е шалкăм çапни, куç хуралса килни, япаласем иккĕлле е япăх курăнни, пуç тăрук хытă ыратса кайни. Çак палăрăмсем пулсанах васкавлă пулăшу чĕнмелле. Мĕн чухлĕ маларах сипленме тытăнатăн, çавăн пек çын инсульт хыççăн хăвăртрах сывалать.
Инсульт паллисене сисетĕр пулсан, çăмăл тест туса пăхăр. Енчен те унăн заданийĕсене пурнăçлама йывăр-тăк, çийĕнчех врача чĕнĕр, инсульт пулма пултарасси пирки калăр.
Пĕрремĕшĕ. Шăлсене кăтартса çăвар тулли кулмалла. Инсульт чухне кулă ахаль чухнехи пек мар, шăл йĕрнĕ пек е пĕр еннелле кăна, чалăш пулса тухать.
Иккĕмĕшĕ. Унтан куçа хупмалла та алăсене çÿлелле 10 çеккунт çĕклесе тăмалла. Инсульт чухне мышцăсем вăйсăрланаççĕ, вĕсене капла нумай тытса тăма йывăр. Енчен те пĕр алă пачах çĕкленмест пулсан – ку чирĕн тĕрĕс палли.
Виççĕмĕшĕ. Мĕнле те пулин предложени каламалла, сăмахран: «Паян иртенпех çанталăк лайăх». Инсульт чухне калаçу пăсăлать, чирлĕ çын ку задание пурнăçлаймасть.
– Инсульта мĕн пуçарать-ха;
– Инсульт кирек кама та айăплама пултарать. Хăш-пĕр факторсене – аневризм аталанăвне е травма хыççăн юн мăклашкаланнине – асăрхама йывăр. Анчах та чылайăшĕ пурнăç йĕркипе çыхăннă. Вĕсен йышне çаксене кĕртмелле: юн пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăк пулни, диабет, ытлашши йывăрăш, чĕре-тымар чирĕсем, туртни, наркотиксемпе усă курни, алкоголь.
Унсăр пуçне, инсульт ытларах 55 çултан аслăрах çынсен пулать. Йăхра камăн та пулин пулнă пулсан та инсульт çапма пултарать.
– Инсульта мĕнле те пулин асăрхаттарма пулать-и;
– Пулать, енчен те сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан. Хăвăрăн юн пусăмне виçсех тăрăр. Ан туртăр е ку йăлана пăрахăçлăр. Апата тăвар сахалтарах хушăр, консервăсем, çурмафабрикатсем çиме пăрахăр. Юнри холестерин шайне тĕрĕслесех тăрăр. Ытларах пахчаçимĕç çийĕр, сахăр, выльăх çăвĕ çиме пăрахăр. Алкоголь инсульт пулассине хăвăртлатать. Спортпа туслашăр. Уçăлса çÿрени е велосипедпа ярăнни чĕре-тымар чирĕсем аталанассинчен сыхлать.
Инсульт çапнисен вара ытларах вырăн çинче выртмалла тенине ĕненмелле мар. Специалистсем пулăшнипе вăл мĕнлерех иртерех ларма, тăма, утма, упражненисем тума тытăнать, çавăн пек маларах йĕркеленет. Инсульта вăхăтра сиплемелле кăна мар, эффективлă реабилитаци те кирлĕ.
– Калăр-ха, тархасшăн, сирĕн центрта реабилитаци тухма пулать-и;
– Инсульт хыççăн пациентсем пурте икĕ çул хушши пирĕн центрта медикаментсăр сиплевĕн мĕнпур тапхăрне тухма пултараççĕ: физиотерапи, иглорефлексотерапи, психотерапи, сиплекен физкультура, гирудотерапи, массаж, логопед пулăшăвĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ енлĕ специалистсен бригади тимлет.
– Инсультпа чирлме пултарассине мĕнле пĕлме пулать-ши тата;
– Инсультпа чирлес хăрушлăх пуррине пĕлме йывăр мар. Ыйхă тымарĕсене УЗИ тумалла, юн пусăмне виçмелле, холестерин шайне тĕрĕслемелле, йывăрăша пĕлмелле, тĕрĕс апатланмалла, туртмалла-ĕçмелле мар. Республикăра 2009 çултанпа ĕçлекен Сывлăх центрĕсенче тÿлевсĕрех тĕрĕсленме пулать.
– Сирĕн центра пыма мĕнле документсем кирлĕ тата вăл ăçта вырнаçнă;
– Сывлăх центрне килме паспорт, медицина страхлавĕн полисĕ тата пенси страхлавĕн страхлакан свидетельстви кирлĕ. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Çеçпĕл урамĕ, 24-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 58-05-93, 58-39-05.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Аçăр-аннĕрсем тухтăр çырса панă эмелсене ĕçнипе ĕçменнине асăрхасах тăрăр.