Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пурин те пăхăнмалла

15 января 2014 г.

ЧР Юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан Шупашкарти прокуратурăна 1983 çулта туса хунă. Çак тапхăртанпа прокуратура яланах граждансен прависемпе саккунлă интересĕсен хÿттинче тăнă.

Юсану учрежденийĕсенче преступленисем тăвассине асăрхаттарас тĕллевпе ятарлă прокурор колони пуçлăхĕсемпе тата йĕрке хуралĕсен ытти органĕсен ертÿçисемпе тăтăшах канашлусем ирттернĕ. Апла пулин те республикăри колонисенче айăплав вăхăтне ирттерекенсем тунă 12 преступление шута илнĕ.

Кунсăр пуçне айăплисен тата учрежденисен сотрудникĕсен прависене пăсни ан пултăр тесе, прокуратурăра «вĕри лини» телефонĕ ĕçлет (62-56-80 – Александр Павлович Зотов прокурор).

Колонисенче уйăхсерен ирттернĕ тĕрĕслевсенче саккунсене пăснă 428 тĕслĕхе тупса палăртнă, 66 представлени тăратнă, административлă 32 ĕç пуçарнă, район сучĕсене 7 заявлени янă.

Паянхи куна юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан прокуратурăра прокурорсăр пуçне С.Улисов заместитель, В.Шашковпа Д.Алексеев помощниксем тимлеççĕ. Вĕсене тата ветерансене нумаях пулмась паллă тунă РФ Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламласа ăнăçу, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

А.ЗОТОВ,

юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан

Шупашкарти прокурор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика