15 января 2014 г.
Çĕнĕ çулта – Культура çулталăкĕнче Мăн Явăш тăрăхĕнчи клубсенче ĕçлекенсем çынсен канăвне усăллă та лайăх ирттерес енĕпе мĕн шутланине ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Эпир хамăр ĕçре Культура çулталăкне халалланă мероприятисене ытларах кĕртме тăрăшатпăр, – умри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Нина Васильевна Андреева. – Искусство, чăнах та, вĕçĕмсĕр шухăш, виçесĕр шырав. Пĕрне, калăпăр, чуна тыткăнлакан савăнăçлă юрă илĕртет, теприне – çăмăл ташă, виççĕмĕшне – шÿтлĕ камит. Ун пек чухне манăн хормейстер та, балетмейстер та, режиссер та пулма тивет.
Нина Васильевна, искусствăн пур жанрĕсене те чун-чĕрепе туяканскер, сцена ăсталăхне витĕмлĕ ăнланаканскер, кашни уяв валлиех сценари çырса хатĕрлет, унти юрă-ташăсене сцена çине кăларма ялта чи пултаруллă яш-кĕрĕме кÿлĕнтерет. Ун пек сценарисенчен пĕрне, «Чуп-чуп уйăхĕ иртсен» ятлине, уйрăммăн палăртса хăварас килет.
Культура çуртĕнчи фольклор ушкăнĕ Явăш тăрăхĕнче кăна мар, районта е республикăра ирттерекен конкурссенче илемлĕ юррисемпе, хаваслă ташшисемпе тăтăшах хутшăнса тупăшать. Вĕсем Çĕнĕ çул умĕн И.Вдовина юрăç çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа районта тата Йĕпреç зонинче ирттернĕ конкурсра лауреат ятне çĕнче илчĕç. Явăш шăпчăкĕсенчен чи пултаруллисем Василиса Воробьевăпа Илья Лаврентьев Шупашкарти конкурса хутшăнма тивĕçрĕç. Агреппина Скороходова, Валентина Ильина, Галина Таймасова, Любовь Лизорова, Лида Петрова та ватлăх çулĕсене пăхмасăр хăйсен илемлĕ, çепĕç сассисемпе ял-йыша савăнтарсах тăраççĕ.
Чĕнет, илĕртет Явăш тăрăхĕнчи çамрăксене юрă-кĕвĕ. Вĕсем культура вучахне сÿнме памаççĕ, канмалли кунсенче ташăсемпе вăйăсем ирттермелли зала йышлăн пуçтарăнаççĕ, уяв каçĕсенче чун-чĕрене çĕклентерекен концертсемпе савăнтараççĕ.
В.МОСКВИН.