15 января 2014 г.
Нихăçан та шутламан унăн ватлăхĕ ют районта иртессе. Унăн хурлăхне нумай курма пÿрнĕ. Ачалăхне, çамрăклăхне Евлампия Федоровна Федорова куççульсĕр аса илеймест. Вĕсене Арçук пиччĕшĕпе иккĕшне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле мăшăр çунат айĕнче йăпанма май килмен. Евлампи аппа саккăрта чух амăшĕ йывăр чире пула хĕне кайса вилет, ашшĕ вара хĕрача 10 çул тултарсан сарăмсăр çĕре кĕрет. Тăванĕсем пиччĕшне 16 çултах авлантараççĕ. Евлампи аппан нушаллă пурнăç пуçланать.
8 çултах сурăх фермине ĕçлеме кĕрет. Пиччĕшне ача пуррине пăхмасăрах салтака илсе каяççĕ, инкĕшĕ алăри ачапа тата йывăр çын тăрса юлать. Анчах инкĕшĕ пÿрте сутса ялтан тухса каять, хĕрачана урама тăратса хăварать. «Ялта çерçи выçса вилмест», – тесе ахаль каламан ваттисем. Хăйсен ялĕнчи пĕр çемье хĕрачана хĕрхенсе Шупашкара ача пăхма илсе каять, анчах çамрăк хĕрĕн чунĕ тăван ялах туртнă. Яла таврăнсан пурăнма кĕтес çуккипе каллех сурăх фермине кĕрет, ферма пÿртĕнче пурăнма пуçлать.
Кĕçех вăрçă пуçланать, инкĕшĕ те икĕ ачапа каялла яла таврăнать, пÿрт сутнă укçине пĕтермен пирки тепĕр кивĕ пÿрт илсе Евлампи аппана та хăй патне пурăнма илсе каять.
Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех Арçук пиччĕшĕн вилнĕ хучĕ килет. Ялтан виçĕ хĕре Ямаша салтак ĕçне вĕренме çÿретеççĕ. Икĕ хĕрĕ юрăхлă пулмаççĕ. Евлампи аппана вăрçа ăсатма вара пĕтĕм ял халăхĕ пуçтарăнать. Анчах Канаша кайма тухнă кÿлнĕ лаши тем пек çапсан та чăхăмлать, чупмасть. Вăхăтра çитейменнипе хĕрача эшелонран тăрса юлать. Юри юлнă тесе çамрăка торф кăларма тытса яраççĕ. Тем пек йывăр пулсан та хĕр чăтать.
«Мана чир те тивмерĕ-çке, тен, лаша Турă çавăн чухне асăрханă пуль, «усрас ку тăлăха, нумай пурăнтăр, хурлăхне нумай куртăр», – терĕ-ши тетĕп. – Вăрçă чарăнсан тин тăван яла çаврăнса çитрĕм, каллех ĕçе кÿлĕнтĕм. Эпĕ килĕштерекен арçын вăрçăран таврăнаймарĕ. Хама ватлăхра пăхма пĕр ача тăвас тесе шутларăм, качча каяс темерĕм. Ача çуратсан инке мана килĕнчен кăларса ячĕ. Виçĕ çул пĕр чирлĕ хĕрарăм патĕнче пурăнтăмăр ачапа. Вăрмана кайса шанкă турттарса килсе вут хутса пÿрт ăшăтассишĕнех усрарĕ, ун чух хам конюхра ĕçленĕ.
Ман ача Турă парниех пулчĕ. Пĕччен ÿстертĕм пулсан та выльăх тухтăрне вĕрентсе кăлартăм. Япăх енĕпе намăс кăтартмарĕ. Вĕреннĕ чух малтан нуша пулчĕ. Хĕрĕмĕн пĕр çул ĕçлесе пухнă ĕç укçине, хам пухнă укçана хушса тин пĕр пĕчĕк пÿрт лартрăмăр.
Çичĕ çул аслă конюхра ĕçлерĕм, кайран трактористсем валли колхоз апачĕ, çавăнтах çăкăр пĕçерсе пурăнтăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 70 çула çитиччен ĕçлерĕм. Канаш районĕнчи Пратьякасси Енĕш ялĕнче паянхи кун та ман пÿрт çинче «Хисеплĕ колхозник» хăма çакăнса тăрать. Хĕрĕм Люба Пăваялне качча килчĕ те эпĕ те унпах пурăнас терĕм. 80 çул тултарсан инкеке пула ура хуçрăм. «Пĕччен йывăр сана, анне, атя пĕрле пурăнма», – тесе илсе килчĕç кĕрÿпе иккĕшĕ. Кĕрÿ ырă çын пулчĕ, хĕрĕм çине ал çĕклесе курман. Хама та ăшшăн йышăнчĕ, мăнукăмсем улттăн, мăнукăмсен ачисем 8-ăн. Пăваялĕнче пурăнма пуçлани вунă çул çитрĕ, çыннисем те нихăçан сив сăмах каламан, ачасем те çав тери вашават. Çав çавах тăван ял, çуралнă вырăн, тăван кил асран тухмасть. 90 çул тултартăм, ку тарана çитсе çăвара эмел хыпса курман, ÿсĕр пуличчен эрех-сăра ĕçмен. Эп ку район çынни мар пулин те, мана саламлама район пуçлăхĕ тата Кĕçĕн Кипек ял администрацийĕнчен килчĕç. Чапа тухнă карчăк та мар эпĕ. Питĕ савăнтăм. Вунă çуллăх сывлăх, хавхалану парса хăварчĕç, канлĕ ватлăх сунчĕç. Хăйсем те ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыччăр, – терĕ Евлампи аппа савăнăç куççульне шăлнă май. – Нимшĕн те кулянмастăп, самана хушши кăна лайăх пултăрччĕ, эпир курнине çамрăксем ан курччăр».
Мĕнех, ку тĕл пулу Евлампи аппа кун-çулĕ, нуши-терчĕ, юлашкинчен те пулин канлĕ ватлăхĕ, савăнăçĕ. Кун пек шăпаллă аппасем, кинемейсем татах пур. Вĕсен кун-çулĕсем вăрăм пулччăр.
А.ПЕСКОВА.
Пăваяль.