Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарта икĕ çын вилнĕ

13 января 2014 г.

Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха, Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче вара районта икĕ пушар алхаснă. «Хĕрлĕ автан» тÿрех икĕ çын пурнăçне татнă.

Январĕн 2-мĕшĕнче акă ирхине, 4 сехет те 30 минутра пушар хуралне Анаткас Хапăс ялĕнче инкек тухни çинчен пĕлтернĕ. Йывăç çуртра тивсе илнĕ çулăм хăвăрт сарăлнă, ăна чарса лартиччен сехет енне иртнĕ. Инкек вырăнне тишкернĕ май çунса кĕлленнĕ çуртра икĕ çын виллине тупнă. Каярах палăртнă тăрăх, вĕсем – кил хуçи хĕрарăмĕпе кÿрши – иккĕшĕ те 55 çулхискерсем, пулнă.

Хăрушă инкек сăлтавĕ пирки хальлĕхе уçăмлă йышăну туман – мĕн пулса иртнине тĕрĕслев кăтартĕ.

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн информацийĕ тăрăх, Анаткас Хапăсри инкек тĕлĕшпе Çĕмĕрлери следстви пайĕ тĕрĕслев ирттерет.

Малтанхи кăтартусем тăрăх çакă паллă. Унчченхи каç кил хуçисем патне кÿршĕ арçынни каçнă, виççĕн пĕрле эрех ĕçкеленĕ. Кÿрши кунтах çывăрма юлнă. «Пушарта чĕрĕ юлнă арçын сăмахĕсем тăрăх, ирхине ăна мăшăрĕ вăратнă та урамалла тĕксе кăларнă. Хĕрарăм кÿршине илсе тухма тесе пÿрте каялла кĕнĕ мĕн, анчах çунакан çуртран тухайман. Ку версие халĕ тишкеретпĕр, судпа медицина тата пушарпа техника экспертизисем лару-тăрăва уçăмлатĕç», – пĕлтереççĕ следстви пайĕнчен. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, вилнĕ хĕрарăмпа арçын сĕрĕмпе наркăмăшланнă.

Тепĕр пушар январĕн 5-мĕшĕнче Калинино салинче тухнă. Каçхине 17 сехет иртсен пĕр хуçалăхра хуралтăсем çунма тытăннă. Çулăма сÿнтерме ял поселенийĕн муниципаллă пушар хуралĕн, психикăпа неврологи интерначĕн тата Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн командисем хутшăннă. Вут-çулăм самаях тăкак кÿнĕ: лаççа юрăхсăра кăларнă, мунчана та сиенленĕ.

Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче республикăри ытти хула-районсенче те пушарсем тĕлĕшпе лăпкă пулман – 22 пушарта 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

И.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика