13 января 2014 г.
Нумаях пулмасть Çĕрпелти вăтам шкулта Кайăк кунĕ иртрĕ. Кайăксенчен нумайăшĕ хĕл каçма кăнтăра каять. Çурçĕр кайăкĕсем, уйăпсем пĕрремĕш юрпа пирĕн пата çитеççĕ.
Хĕлле кайăксене апат тупма йывăр. Вĕсене пирĕн пулăшу кирлĕ. Тăваттăмĕш класс ачисем хамăр тăрăхра кайăксем валли сырăшсем турĕç. Вĕсем çине çăкăр тĕпренчĕкĕсем, кĕрпе, аш татăкĕсем, хĕвел çаврăнăш хучĕç. Çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе кĕрпене çерçисемпе кăвакарчăнсем килĕштереççĕ. Аш татăкĕсемпе хĕвел çаврăнăшне вара кăсăясем юратса çиеççĕ. Кайăксене пулăшу парас текен ачасен çакна асра тытмалла: тăварланă какай татăкĕсене сырăшсем çине хума юрамасть, ăна çисен кайăксем вилеççĕ.
Халĕ тăваттăмĕш класс ачисем кунсерен кайăксем валли апат илсе килеççĕ, сырăшсем çине хурса параççĕ.
Вăрманта сиенлĕ хурт-кăпшанкă шучĕ ÿссе кайни кайăк-кĕшĕк сахалланса юлнинчен килет. Çавăнпа та шкул ачисен кайăксене упрама тăрăшмалла.
Çуркуннене кайăксен илемлĕ юррисемпе кĕтсе илесчĕ!
Н. Гаврилова, вĕрентекен.