13 января 2014 г.
Районти пограничниксен обществăлла организацийĕн хастарĕсем – Калининăри шкулта тăтăш пулакан хăнасем. Руслан Желудкин ячĕпе хисепленекен çамрăк пограничниксен отрячĕпе вĕсем туслă та çирĕп çыхăну тытаççĕ. Запасри пограничниксем пуçарнипе тата пулăшнипе эпир экскурсисене тухса çÿретпĕр, тĕрлĕ конкурс-ăмăртусене хутшăнса çĕнтеретпĕр. Вĕсем пире çĕршыв хÿтĕлевçисем пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентеççĕ.
Пирĕн аслă туссем Çĕнĕ çул умĕн те хăнара пулчĕç, пысăк уяв парнелерĕç. Отрядри кашни ачана пылак парнепе тата илемлĕ открыткăпа саламларĕç. Тĕл пулу яланхиллех кăсăклă иртрĕ. Юрий Анатольевич Никифоров Хапăсри çамрăк пограничниксен отрячĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Олег Петрович Николаев акă служба вăхăтĕнче Инçет Хĕвелтухăç заставăра çĕршыв чиккисене сыхланă. Унăн аса илĕвĕсене итлеме интереслĕ пулчĕ. Александр Геннадьевич Шашкаров та хăйĕн служба тапхăрĕн саманчĕсене аса илчĕ.
Эпир те, çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем, тăрăшса вĕренсе хăнасем пек хисеплĕ çынсем пулма тĕллев лартрăмăр. Вĕсене пире хавхалантарса пынăшăн, тĕрĕс çул çине тăма пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
Таня НИКОЛАЕВА, Анжела ФИЛИППОВА.