13 января 2014 г.
Çĕнĕ çул умĕн районти историпе краеведени музейĕнче «Джинс тĕнчи» ал ĕçĕсен куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна йĕркелекенĕ, Вăрнарта пурăнакан Фаина Александрова, куравран пухăнакан укçана пархатарлă ĕçе куçарĕ
Çамрăк хĕрарăм «ВКонтакте» социаллă сетьре «Ыр кăмăллăх марафонĕ» приложенири çынсен шăпипе паллашсах тăрать. Халĕ унта Шупашкарти 9 уйăхри Дима Григорьева хăрушă чиртен – остеопетрозран – хăтăлма пулăшасшăн. Израильте операци тума пысăк укçа кирлĕ. «Пĕрле эпир çак ачана пурнăç парнелеме пултаратпăр», – терĕ вăл куравран тухакан мĕнпур укçине Димăн амăшне куçарса парассине пĕлтерсе.
Курав вара чăннипех кăсăклă. Иккĕмĕш ĕмĕр парнеленĕ джинс япаласем сумкăсене, çăраççи хутаççисене, органайзерсене, чĕрчунсен кÿлеписене тата ыттине те çаврăннă, чечексемпе, эрешсемпе, шăрçасемпе илемленнĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш куравне йĕркелеме Фаинăна музей директорĕ Елена Шарипова хĕтĕртнĕ. Вăл пултаруллă хĕрарăмăн ĕçне унăн йăмăкĕ çинче курнă.
Ал ăсталăхĕ вара ăна амăшĕнчен куçнă, хĕрача мĕн пĕчĕкрен тĕрлеме, çыхма, çĕлеме юратнă. Куравра вăл хăйне пулăшакансене – кивĕ джинс япаласене илсе килсе паракансене – чĕререн тав турĕ, экспозицисен хатĕрлевĕнче вĕсен тÿпи те пысăк пулнине каларĕ.
«Джинс тĕнчи» уйрăмах хĕрачасемшĕн кăсăклă пулма тивĕç. Ăна уçнă çĕре хутшăнакансем ахальтен мар илемлĕ ĕçсемпе уйрăмах тимлесе паллашрĕç.
Курав январĕн 31-мĕшĕччен ĕçлет. Эппин, кашниннех Фаина Александрова ĕçĕсемпе киленнипе пĕрлех ырă ĕçе те хутшăнма май пур.
С.ЧИКМЯКОВА.