13 января 2014 г.
Пĕлтĕр Чăваш енри граждансем пенсин пухăнакан пайне упрама управляющи компанисем тата патшалăхăн мар пенси фондне суйлас тĕллевпе 44 пин ытла заявлени çырнă, çав шутра хамăр районта – 100 ытла.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ 351-мĕш номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 1967 çулта тата каярах çуралнă граждансене пенси тивĕçтерĕвĕн вариантне суйламалли вăхăта 2015 çул вĕçĕччен тăсса панă. Икĕ çул-йĕр сĕннĕ: пенсин пухăнакан пайне паянхи пек 6 процентлă тарифпа йĕркелемелле е мĕнпур тÿлевсене пенсин страхлав пайне ямалла.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн кăна ĕçлеме пуçлакан граждансене саккун тарифа суйлама пĕрремĕш тÿлеврен пуçласа 5 çул шутлама ирĕк парать. Йышăну тăвиччен мĕнпур тÿлевсем пенсин страхлав пайне куçса пыраççĕ.
Страхлав пайне патшалăх çулсеренех индексацилет. Пухăнса пыракан пай тупăшлăхĕ эсир суйланă управляющи компани е патшалăхăн мар пенси фончĕ мĕнле инвестициленинчен килет.
И.ЯКОВЛЕВА.