30 декабря 2013 г.
Иртнĕ вырсарни кун, Шĕнер Ишекри йĕлтĕр юратакансем пĕр çын пек кар! тăрса вăрман хĕррине пуçтарăнчĕç. Кĕтнĕ хĕл çитнĕ ятпа йĕлтĕр çине тăчĕç, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупас тĕллевпе йĕлтĕр йĕрĕ уçрĕç. Кам кăна çук пулĕ кунта: çамрăккисем те, аслăраххисем те, шкула çÿрекен ачасем те – пурте савăнăçлă. Васильевсем, Григорьевсем, Ефимовсем, Антоновсем, Красновсем, Ивановсем вара çемйипех тухнă.
Чылайăн пуçтарăннă вăрман уçланкине. Йĕлтĕрпе вĕçтерсе çывхаракан кашни çынна шавлăн кĕтсе илеççĕ. Пурте пухăнса çитсен кăçалхи йĕлтĕр сезонне уçнă ятпа пĕр-пĕрне сывлăх сунчĕç, саламларĕç, ялти ытти çынсене те йĕлтĕрçĕсен ретне тăма чĕнчĕç. Çак кун çанталăкĕ те, ятарласа тейĕн, ăшă тăчĕ. Йĕри-тавра мăнаçлă вăрман. Унта та кунта тилĕ, мулкач, хир сысни йĕрĕсем... Чăнах та, Шĕнер Ишек çывăхĕнчи вăрман Çĕпĕрти тайгаран пачах та кая мар: çулла кунта çырли-кăмпи йăтăнать, тĕрлĕрен чĕр-чун хĕвĕшет. Çав хитрелĕхе курса киленме çеç пĕлмелле. Йĕлтĕрçĕсем пĕр-пĕрин хыççăн тăрса вăрманалла вĕçтерчĕç. Каймаллăх пур вĕсен – йĕлтĕр йĕрĕ вăрман ăшнелле темиçе çухрăма тăсăлать.
Калас пулать, ку ялта пурăнакансем темиçе çул ĕнтĕ çапла вăрманта йĕлтĕр йĕрĕ хывса ярăнаççĕ. Йĕлтĕрçĕсен шучĕ çултан çул ÿссе пырать. Кăçал вара пĕрремĕш кунах халăх йышлăн тухрĕ пулсан, кăмăл пуррисем татах та хутшăнасса шанас килет. Халăхĕ вара пирĕн ялта туслă. Пĕрле кар тăрса сывлăха çирĕплетнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ. Ытти ял çыннисене те çакнашкалах пĕрле пуçтарăнса йĕлтĕр çине тăма, çут çанталăк илемĕпе савăнма чĕнеççĕ шĕнер-ишексем.
Антонина КРАСНОВА.