30 декабря 2013 г.
Çарпа Çĕнтерÿ уявĕсен ячĕпе арçынсем лавкка умне пухăннă. Шавлăн юмахлаççĕ. Калаçăва сутуçă Людмила Васильевна Григорьева хутшăнчĕ:
– Пирĕн мучу Петр Григорьевич Григорьев вăрçăчченех çарта тăнă. Киле Çĕнтерÿ хыççăн çулталăк çурăран таврăннă. Вăл тĕлĕнмелле кĕнеке çырнă. Унта фронтри çулне-йĕрне пĕтĕмпе кăтартнă. Ялсем, хуласем, кунсем, уйăхсем, çулсем... Çухрăм хыççăн çухрăм паллă тунă. Вун-вун хула, çĕр-çĕр ял çав кĕнекере...
Питĕ интереслĕ-çке! Петр Григорьевичăн ывăлне Микулая шыраса тупрăм. «Вăт çак ал лаппи çинчи кĕнеки кăна çав, татах пурччĕ, таçта чиксе пĕтернĕ-çке;» – терĕ вăл. Эп анчах мар, никам та курман пуль кунашкаллине! Хуплашкисем сăранланса ларнă, вĕсен варринчи хут листисем сарăхнă. Ытларах хими кăранташĕпе çырнă. Сăмахсене вулама хĕн мар. Цифрăсене шултрараххăн кăтартнă. Кĕнекинчен сăмсана тÿрех тар шăрши çапрĕ. Утмăл-çитмĕл çулта сĕврĕлмен шăршă, фронтри, вăрçăри салтак шăрши, Европа тĕтĕм-сĕрĕмĕн шăрши... Пĕрремĕш страницăна Çĕнтерÿ символĕн йăрăмлă хăю-сурпанне вырнаçтарнă, халь ун йышшине май уйăхĕн пуçламăшĕнче пур çĕрте те валеçеççĕ, правительсен кăкăрĕсем çинче те куратпăр. «Манăн вăрçă çулĕсем», – палăртнă умсăмахра. Пуçламăшĕнче килтен Шупашкара çитни çинчен пĕлтернĕ. Призывниксене малтан Канашра мар, тÿрех тĕп хулара пуçтарнă. Каялла Нурăса Ишлĕпе Трак урлă таврăннă.
Ку тĕлте хам курса астунине каласа хăварас килет. Вăрçă чарăннăранпа икĕ çулталăк иртнĕччĕ. Пирĕн, вĕт-шакăрăн, çурăм çумне çыпçăннă хырăма мĕнле те пулин улталамалла. Тукас урамĕн çурçĕр вĕçне кантăр ани çине чупатпăр. Тырă сăвăрса тасатмалли йĕтемччĕ унта. Çĕре хытă хакланă çав: йĕтем пушаннă хыççăн çав вырăна та сухаласа тырă акатчĕç. Хальхинче унта кантăр лав пĕкки çÿллĕш хăпарнă. Вăррине тĕшĕлесе пĕр-икĕ ывăç чăмласа çисен хырăм лăках пулать. Наркотик хыпатпăр тесе шикленмен. Кантăр вăрри кукли ÿссен те пайтах çинĕ – пуçа минретнине астумастăп.
Кантăр анинче салтакла тумланнă, вăрăм кунчаллă атă тăхăннă çынна тĕл пултăмăр. Сăнакаласа шăп-шăпăрт тăратпăр. «Сăран атă ырлăхне ÿссен хăть курса пулĕ-ши;» – вĕçрĕ çавăн чухне шухăш.
– Пĕлетĕр-и, – терĕ пирĕнтен пĕри, – вăрçăра çак салтак тĕнче хĕррине тухиччен çурран утнă. Унăн çулĕ Çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннипе танлашнă теççĕ.
– Паллатăп эп ăна, Мăн урамри Кĕркури Петĕрне, – сăмах хушрĕ пирĕн ушкăна явăçнă аслăрах ача. – Эп ашшĕне те курнă, эсир те курма пултарнă. Кăптăртăк сусăр мучиччĕ. Те Чапай, те Хрунçе çарĕнче аманнă тетчĕç. Килĕнче хăйне май кăштăртатать пулас.
Элекçи Кĕркурийĕ, Петĕр ашшĕ, Граждан вăрçинчен йывăр аманса таврăннă. Тепĕр çулхине, 1920-мĕшĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче, вĕсен килĕнче чун хушăннă. Инкеке, Атăл тăрăхĕнче кĕçех выçлăх алхасать. Çурхи шăрăх, çуллахи типĕ килсе хуплать. Тырă ăнсăртран килсе çапнă шалкăм çумăр хыççăн тин шăтса тухать. Калча кая юлса ÿсет. «Симĕс сĕлĕ çулне» астăвакансем ку таранчченех пурччĕ-ха. Сĕлле хăмăлтан алă вĕççĕн сăтăрнă. Кĕсел пĕçернĕ. Петĕр, çемьере асли, ĕçе пĕчĕкрен кÿлĕннĕ. Улттă-çиччĕре выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Саккăртан Хапăсри чиркÿ шкулне çÿренĕ. Вуннăран Мăньял Хапăсри «Гигант» колхозра ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ. Вăрманта йывăç касма кĕрĕшнĕ. Çурт-йĕр хăпартма явăçнă. Ялта шкул, клуб тунă. Шут ĕçне кăмăлланă, хăвăрт, тĕрĕс шутлама пĕлнĕрен ăна колхоз счетоводне лартнă.
Хĕрлĕ Çара Петĕре, хăйĕн кĕнекинче палăртнă тăрăх, 1940 çулхи апрельте илнĕ. Шупашкарта стройпа утма хăнăхтарнă. Тĕл пеме, окопсем чавма вĕрентнĕ. Шупашкар – Канаш чукун çулĕ çинче вĕсем кĕпер хывнă, йĕплĕ пралук карнă. Пурте ГТО нормисене тултарассишĕн, «Ворошиловла стрелок» пуласшăн ăшталаннă.
Малаллахи çулĕсем: Шупашкар – Ишлĕ – Трак – Нурăс – Вăрнар. Шел ĕнтĕ, Мăньял Хапăса, тăван киле кĕрсе тухма ирĕк памаççĕ. Вăрнарта вĕсене теплушка-вакунсем кĕтсе ларнă. Ашшĕпе амăшĕ, йăмăкĕ, тăватă шăллĕ килти çывăх тăванне йĕрсе пăхса тăрса юлаççĕ. «Шатурăна çитиччен 551 çухрăм» тесе кăтартнă. Унтан – Орехово-Зуево...
1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче фашистла Германи Польшăна тапăнса кĕрет. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Германие хирĕçле вăрçа Англипе Франци хутшăнаççĕ. Тĕнче вăрçи пуçланнă. Нимĕçсем Хĕвеланăç Украинăпа Белорусси чиккине çитнĕ. Бессарабире, Çурçĕр Буковинăра Совет влаçĕ йĕркеленет. Измаил Украинăна кĕрет. Пусмăрта пулса ирĕке тухнă территорисенче çав вăхăтра вăрă-хурах ушкăнĕсем, ятарласа хатĕрленĕ диверсантсем, подрывниксем сахал мар пулнă. Совет правительствин çавна кура Хĕрлĕ Çарăн уйрăм полкне йĕркелеме тивнĕ. Пирĕн Петĕр – Петр Григорьевич Григорьев çав полкăн опытлă çивĕч боецĕ пулса тăнă. Кĕнекинче çав подразделение Мускавран, Сухиничи, Конотоп, Бахмач, Нежин хулисем урлă 1940 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче çитсе вырнаçнине кăтартнă (735 çухрăм). Малалла: Киев, Фастов, Винница, Проскуров, Христиновка, Тернополь, Львов, Перемышель (800 çухрăм, 1940 çулхи октябрĕн 7–10-мĕшĕсем). Перемышельте пикенсех кĕрешÿ мел-меслечĕсене вĕреннĕ.
1941 çулхи майăн 18-мĕшĕ. Одесса çар округне кĕртнĕ полкран пуçланать разведчик-пограничникăн урăхларах служби. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Петр Григорьев полкĕ Бобровна, Городище, Городок, Львов хулисене, çак таврашри станцисене патрулленĕ май çапăçăва кĕрет (1941 çулхи июнĕн 22–28-мĕшĕсем). Июльти тытăçусенче пирĕн разведчик Шевченко, Золотоноша, Канев хулисене хÿтĕлеме хутшăннă. Тăшман хĕснипе ку вăхăтра 380 çухрăм каялла чакнине кăтартнă. Июлĕн 28-мĕшĕнче Киева хÿтĕленĕ. Петр Григорьевич украинсен тĕп хулине фашистсен аллинче хăварнăшăн хытă кулянни паллă. Вăл Карпонос генералпа мухтанса мăнаçланать. Сутăнчăк Власов генерала ылханать. Харьков, Богучар хулисене тăшманран тасатма Григорьевсен полкĕ икĕ хутчен хутшăннă.
Григорьевсем, ятарлă çар çыннисем, пĕр çĕртен тепĕр çĕре хăвăрт куçнă. Кĕнекере 1940 çулхи октябрь пуçламăшĕнчен 1944 çулхи августăн 31-мĕшĕ таран Совет Союзĕнчи 470 ял-хула çырăннă, çав хушăра 13.730 километр тунă. Измаилтан Румыние каçнă. Ку çĕршывра пилĕк хутчен çаврăннă, пирвайхинче 24 ял-хула (1944 çул), иккĕмĕшĕнче 10 (1944 çул), виççĕмĕшĕнче 28 (1945 çул), тăваттăмĕшĕнче 16 (1945 – 1946 çулсем), пиллĕкмĕшĕнче 85 (1945 – 1946 çулсем) кăтартнă. Румынире çапла 12.388 çухрăм çÿренĕ. Румыни хыççăн Болгари тăрать, унта икĕ ăстрăмпа 1944 çулта 913 километр утса-чупса тухнă. Вара каллех Румыни, каллех Болгари. Югославире пĕр уйăхра (октябрьпе ноябрĕн 22-мĕшĕсем хушшинче) 33 çĕре çитнĕ, 585 çухрăм çÿренĕ. Венгрире икĕ хутчен пулнă (1944 – 1945 çулсем), пурĕ 3.245 çухрăм тунă. Кун хыççăн, виççĕмĕш хут Румынире çаврăнса, Совет Союзне таврăннă, 63 ял-хулара пулнă. Вара каллех Румыни, Венгри, Австри (40 ял-хула, 888 çухрăм), каллех Венгри, каллех Румыни. 1946 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче тинех Тăван çĕршыва таврăнаççĕ. Хамăрăн 57 ял-хула урлă Петр Григорьевич 1947 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Вăрнар станцине анать те тутлăн та ирĕклĕн хаш! сывласа ярать: «Тавтапуç, Тăван енĕм! Çĕр чăмăрне экватор тавра çаврăннă пек çаврăнтăм. Чĕррĕн-сыввăн киле таврăнтăм!». Вăрăм çулĕ 45.389 километрпа танлашнă-çке-ха.
Хăш музейре пур-ши П.Григорьев кĕнеки евĕрли; Вăл çар мухтавĕн чи аслă музейне те пуянлатнă пулĕччĕ. Шел, разведчик, ахăртнех, вăрттăнлăха хытă хакланă, событисем пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерме вăхăчĕ те çитмен паллах. Хăйшĕн астумаллине пурĕ те вырăнсен ятне, кунсене, уйăхсене, çулсене, километрсене кăтартнипе çырлахнă. Пурăннă чух хăйпе куçа-куçăн калаçса калавне кĕнекене куçарас текен тупăнман çав...
Вл.СКВОРЦОВ,
«Çĕнтерÿ çулĕн» А.В.Емельянов ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ.