30 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче тăван литературăшăн чăннипех те пулăмлă пысăк событи вырăнне хурса йышăнмалли чаплă кĕнеке çуралчĕ. Поэзин çĕнĕ антологийĕ пичетрен тухрĕ.
«Антологие» грек чĕлхинчен чăвашлатсан «чечек пуххи (çыххи)» тесе куçармалла. Тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене литература ретне, жанрне, тапхăрне кура суйласа пухса пĕтĕмлетнине çапла калатпăр. Чăваш çырулăхĕнче антологи тĕслĕхĕсем вунтăххăрмĕш ĕмĕртен тĕл пулаççĕ. 1853 çулта С.Михайлов, 1908 çулта И.Яковлев чăваш юмахĕсемпе халапĕсене кĕнекелесе кăларнă. Чăваш поэзин антологине пуçтараканĕ чи малтан пирĕн ентешĕмĕр Иван Ивник пулнă (ас тума: февральте унăн 100 çулне паллă тăватпăр). Хуплашкипе кĕл тĕслĕ çак хулăн кĕнеке пирĕн килти библиотекăра нумай пурăнчĕ, 1940 çултан пуçласа Айкăшра ăна алла тытса курман çын юлман та пулĕ. А.А.Цветковăн хушма ятне пирвай эпĕ çавăнта тĕл пулнă. Поэзине Анатолий Анат И.Н.Ивник антологийĕнчи «Тимĕрçĕ хĕрĕ» сăввипе вирхĕнсе кĕнĕ. «Чăваш поэзин антологине» тепре 1962 çулта Александр Алка пухса кăларнăччĕ. Ак ĕнтĕ виççĕмĕш издание алла илтĕмĕр. Кунта чул палăксем çинче кĕтретле сыхланса юлнă йĕркесем те пур. Халиччен пĕлмен авторсене шыраса тупнă. Классиксем... Хальхи çăлтăрсем... Кĕнекере хăйсен хайлавĕсемпе 284 поэт вырăн тупнă. 600 страницăра вулакан хăйне кирлĕ вилĕмсĕр йĕркесене тупатех. Ум сăмахра филологи наукисен докторĕ В.Г.Родионов (ку та хамăрăн ентешĕмĕр) халăх поэзине тĕплĕ тишкернĕ. «Чечек çыххине» пухаканĕсем – В.Г.Родионовпа В.Н.Алексеев питĕ кирлĕ, пысăк ĕç тунă.
М.ВАСИЛЬЕВ.