Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам кукăль пĕçерет, кам – супăнь…

30 декабря 2013 г.

Кам кукăль пĕçерет, кам – супăнь…

Çĕньял Хапăсра пурăнакан Александр Ильин килтех тĕлĕнмелле хитре супăньсем пĕçерет

Паллах, хальхи вăхăтра супăне кирек мĕнле лавккара та туянма ансат, тем тĕрлине те сĕнеççĕ. Тепĕр чухне вăл килте хатĕрленинчен йÿнĕрех те: вăл е ку ингредиентсене туянмалла, вĕсем вара хатĕр супăньтен хаклăрах та.

Анчах та çамрăк каччăна ку хумхантармасть, ăна çывăх çыннисен савăнăçĕ пĕлтерĕшлĕрех. Хăв алăпа хăть мĕн ăсталасси те – çав тери кăсăклă та творчествăлла, чуна канăç кÿрекен процесс. Çитменнине, кунашкал япаласене юлташсене, тăвансене парнелеме те аван.

Сашăн кăсăклă ĕçĕпе Мартăн 8-мĕшĕ умĕн хутăш препаратсен заводĕнче ирттернĕ куравра паллашма тÿр килнĕччĕ. Унта вăл хăй пĕçернĕ тĕрлĕ тĕслĕ, тутлă шăршлă тата формăллă 100-е яхăн супăнь тăратнăччĕ.

Ку ĕç ун çумне пĕлтĕр ноябрь вĕçĕнче «çыпăçнă». Шупашкарта сувенирсен магазинĕнче алăпа тунă тĕлĕнмелле хитре супăньсене курнă хыççăн хăй те çак шухăшпа авăрланнă. Кирлĕ информаципе, рецептсемпе Интернетра паллашнă. Супăнь никĕсĕн хатĕр катăкĕсене, формăсем туяннă. «Тĕп задача – супăне интереслĕрех формăсемпе пĕçересси, тутлă шăршă кĕртесси»,– тет вăл. Тĕссем «панă» чух хăй вăл ятарлă красительсемпе е натураллă сăрăсемпе – сăмахран, хĕрлĕ кăшманпа усă курать. Анчах пахча çимĕç шĕвекĕсемпе пĕветнĕ супăньсен ĕмĕрĕ кĕскерех иккен. Тĕс кĕртме ытларах кофене кăмăллать.

Чăн-чăн супăнь вара – сĕлтĕ тата çут çанталăк е выльăх çăвĕсен хутăшĕнчен туни. Вĕсем ÿте çемçетеççĕ, апатлантараççĕ.

– Пĕр супăнь «пиçсе» тухиччен икĕ сехет иртет. Унпа тепĕр куннех усă курма юрать, – тет Саша. – Тĕрĕссипе, супăне килте кашни çынах хатĕрлеме пултарать. Кăсăклăхпа чăтăмлăх тата кăштах фантази кăна кирлĕ, – хушса хурать 29-ти пултаруллă каччă.

Вăл виçĕм çултанпа хутăш препаратсен заводĕнче сменăпа тимлет. Çавăнпа та чун киленĕçĕпе тăтăшах аппаланма вăхăт сахалтарах. Анчах кулянмасть вăл – юратнă çыннисем валли ун парне яланах ал айĕнче.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика