Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар ачисем – Пĕтĕм тĕнчери фестивальте

30 декабря 2013 г.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсемшĕн ку – республика тулашĕнчи фестивальсенчен пĕрремĕш. Çавăнпа та вăл ачасен чун-чĕринче çав тери ырă йĕр хăварнă.

Мускав облаçĕнчи сывлăха çирĕплетекен «Уçă сасă» комплексра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Чунга-Чанга» фестивале Елена Сухарева ертсе пыракан вăтам хор республикăра иртнĕ «Чăваш ен ахахĕсем» конкурсра çĕнтерсе тивĕçнĕ. Унта çавăн пекех республикăри тапхăрăн лауреачĕсем – Канашри, Йĕпреçри, Тăвайĕнчи тата Çĕмĕрлери ÿнер шкулĕсем те пулнă. Пĕтĕмпе – тĕрлĕ регионсенчи 100 ытла участник.

Гала-концерт валли Петр Чайковскин музей çурчĕн концерт залне уйăрнă. Ачасене фестиваль президенчĕ Юрий Энтин поэт саламланă. Сцена çинчен унăн шлягерĕсем тата çĕнĕ юррисем янăранă.

Ачасем çавăн пекех елкăра савăннă, П.И.Чайковский музейĕпе паллашнă.

– Спонсорсем пулман пулсан, тен, эпир çак пĕтĕмлетÿллĕ фестивале çитсе те курас çукчĕ. Çавăнпа та самантпа усă курса «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорне Владимир Свешникова, «Вурнарыдорстрой» ертÿçине Ольга Куликована, «Вурнарский» МСО ертÿçине Иван Сандомирова, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ертÿçине Валерий Шумилова тата «Елена» общество ертÿçине Юрий Кудрявцева тав тăватăп. Ачасене – гала-концерта вĕсем вун тăххăрăн хутшăнчĕç – хăйсен пултарулăхне Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш енри полномочнăй представителĕ Леонид Волков çÿллĕ шая хурса хаклани те питĕ хăпартлантарчĕ, – пĕлтерчĕ Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн директорĕ Татьяна Васильевна Ильина.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика