Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша пек вăйлă пулма сунаççĕ

30 декабря 2013 г.

Лаша пек вăйлă пулма сунаççĕ

Паян кашни килте тенĕ пекех мотоблок е ытти техника пур. Çапах та хушма хуçалăхри ĕçсене лашапа пурнăçлакансем те çук мар.

Акă Кивçурт Енĕшре пурăнакан Алинăпа Андрей Романовсем темиçе çул ĕнтĕ килте лаша тытаççĕ. Юратнă чĕрчунне кил хуçисем çепĕççĕн Фаина Андреевна тесе чĕнеççĕ.

Кил хуçи урхамахсене ачаранах юратса ÿснĕ. Колхоз вăйлă чухне ялти лаша витинче кашни кил пуçне пĕрер лаша тивĕçнĕ. Кивçурт Енĕшре вара 70 ытла кил-çурт. Каярах вĕсен шутне ик киле пĕрер лаша таран чакарнă. Хуçалăхри нумай ĕçе вĕсен вăйĕпе пурнăçланă. Шел те, «Звезда» колхоз арканнă хыççăн лашасене йăлтах сутса пĕтернĕ.

Романовсем паян – ялта лаша тытакан пĕртен-пĕр çемье. Андрей, ашшĕ-амăшĕ пекех (ашшĕ нумай çул трактористра тимленĕ, амăшĕ фермăра чунтан тăрăшнă) ĕçчен çитĕннĕскер, пушă вăхăтра кÿршĕсене те анкарти ĕçĕсене тума пулăшать.

Çамрăк çемье нумаях пулмасть çĕнĕ пÿрт туса кĕнĕ. Килне икĕ ачин хаваслă сассисем тултараççĕ.

Андрей халĕ Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче вăй хурать. Алина, профессипе ялта фельдшерта тимлекенскер, ял çыннисемшĕн чăн-чăн çăлавçă вырăннех. Сывлăхпа çыхăннă вăл е ку ыйтупа час-часах ун патне чупса пыраççĕ. Пурне те пулăшать ырă чунлă çамрăк хĕрарăм.

Çĕнĕ Лаша çулĕнчен Романовсем ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç кĕтеççĕ, пурне те çак чĕрчун пек вăйлă, хитре, йăрăс, чăтăмлă, шанчăклă пулма сунаççĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика