25 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул – ачасемшĕн те, аслисемшĕн те чи юратнă уяв. Ăна кĕтсе илме кашниех килте чăрăш вырнаçтарса илемлетет. Анчах хаваслă уяв инкекпе кăмăла ан пăстăр тесен пурин те асăрхануллă пулмалла.
Çĕнĕ çул чăрăшне çирĕп тĕрев çине, ăшă приборĕсенчен аякра вырнаçтармалла, заводра туса кăларнă, юсавлă гирляндăсемпе çутатмалла.
Чăрăша çуртасемпе, мамăкпа, хутран тунă теттесемпе илемлетме, ун çывăхĕнче бенгаль çуртисене çутма тата ытти пиротехника изделийĕсемпе усă курма юрамасть. Уява марльăран, мамăкран, хутран ăсталанă маскарад тумтирне ан тăхăнăр.
Учрежденисенче чăрăша иккĕмĕш хутран çÿллĕ мар вырнаçнă пÿлĕмре лартмалла, унтан эвакуаци çулĕ иккĕрен кая мар пулмалла. Уяв иртекен пÿлĕме пушар сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе тивĕçтермелле.
Шкулсенче е çын нумай пухăнакан ытти учрежденисенче Çĕнĕ çула уявланă чух ачасене хăвăрт тивсе илекен материалсенчен çĕленĕ-ăсталанă тумтир тăхăнтартма, пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă ĕçсене ирттерме, пÿлĕмре лармалли вырăнсем хушма тата представленисем вăхăтĕнче çутта пĕтĕмпех сÿнтерме юрамасть. Аса илтеретпĕр: уявра инкек тухрĕ-тĕк, пĕрлĕхлĕ пулăшу телефонĕ – 112.
Ачасем валли – усăллă сĕнÿсем:
– çулăм хыпса илнине асăрхарăр-тăк, çакăн çинчен тÿрех аслисене пĕлтерĕр, 01 е 112 номерпе шăнкăравлăр;
– пÿлĕмрен пĕчĕк ачасене илсе тухма, вĕсене лăплантарма тăрăшăр, пушар пуçланнă пÿлĕмри алăка хупса хăварăр;
– енчен те пÿлĕме тĕтĕм тулнă пулсан унтан шуса тухмалла, шывпа йĕпетнĕ пусма татăкĕ витĕр сывламалла;
– çулăм тухмалли çула татнă-тăк, балкон çине тухса пулăшу ыйтмалла;
– балконсăр пÿлĕмре стенана, урайне, маччана шаккамалла – çынсем илтчĕр;
– тумтир хыпса илсен ăна тÿрех хывса урайне пăрахмалла, сÿнтермелле;
– пушар вăхăтĕнче çунакан япаласем айĕнче пытанма юрамасть, стена çумĕнче тăмалла;
– хăвăр инкеке лекни çинчен мĕнле те пулин пĕлтерме май тупăр.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕрентĕр, каникул вăхăтĕнче вĕсем яланах асăрхавра пулччăр.
И.МАКСИМОВА,
Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн инженерĕ.
А.ПЕТРОВ,
асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн
инспекторĕ.