Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф тÿлеттернĕ

25 декабря 2013 г.

Вăрнар район прокуратурине килнĕ ыйту тăрăх Çĕрпелти вăтам шкулта ĕç саккунĕсене пăхăннине тĕрĕсленĕ, çавна май çитменлĕхсем тупса палăртнă. Ĕçлекене, акă, штат кĕскетнĕ пирки шкул директорĕн приказĕпе лаборант тивĕçĕсенчен хăтарнă. Лаборант должноçне йышăннă çын хăйне ĕçрен хăтарни çинчен çырнă приказăн копине туса пама ыйтнă.

РФ Ĕç кодексĕн 84.1 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, организаци-учреждени ертÿçи кун пек чухне копие пама тивĕç.

Кунсăр пуçне, кодексăн 62-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕçлекенĕн заявленине илнĕ хыççăн ĕçпе çыхăннă документсен кописене (ĕçе илни, урăх ĕçе куçарни, ĕçрен хăтарни çинчен тата ыттисене) виçĕ кун иртиччен хатĕрлесе парасси те ертÿçĕн тивĕçĕ шутне кĕрет. Кописене саккунпа килĕшÿллĕн ĕнентермелле тата ĕçлекене тÿлевсĕр памалла.

Анчах шкул директорĕ саккун ыйтнине пăхăнас темен курăнать.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури Çĕрпелти шкул директорĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Айăплине 4000 тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.

Аса илтеретпĕр: сирĕн ĕç прависене пăсни çинчен, ĕç килĕшĕвĕ çырмасăр ĕçе илни, ĕç укçи тÿлеменни пирки Вăрнар район прокуратурине пĕлтерме пултаратăр. «Вĕри лини» телефонĕсем: 2-54-04, 2-51-52.

Л.СПИРИДОНОВА,

район прокурорĕн аслă помощникĕ юстици

кĕçĕн советникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика