25 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул уявĕ yмĕн Чăваш кĕнеке издательстви пысăк парне хатĕрлерĕ. Ячĕ – «Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи». Ăна «Раççей культури (2012–2018 çулсем)» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Пичетпе массăллă хутшăнусен Федераци агентстви пулăшнипе кун çути панă. Тиражĕ – 2200 экземпляр.
Умсăмахра филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, пирĕн районти Хураçырмара çуралса ÿснĕ Виталий Родионов профессор чăваш поэзийĕн аталанăвĕн тапхăрĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. «Авалхи тĕрĕк поэзийĕ», «Пăлхар ÿнерĕпе поэзийĕ», «XVIII ĕмĕрти мухтав сăввисемпе сăмахĕсем» тата XIX–XX ĕмĕрcен пĕрремĕш тата иккĕмĕш çуррисенчи поэзи çинчен ăсчах куçĕпе пахаласа тĕплĕн çырса кăтартнă. Антологине чăвашсен сăнарлă сăмахлăхĕ пуçланса кайнă ĕмĕрсенчен пуçласа (чул палăк çырăвĕсем, паллă мар сăвăçсем, çырулăх вăй илнĕ çулсем) хальхи вăхăтра вăй илнĕ авторсем çырнă чи паха хайлавсене кĕртнĕ. Кунта Вăрнар районĕнчи виçĕ Çавал тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ пултаруллă «сăмах тимĕрçисен» асамлă йĕркисемпе те паллашма пулать.
Аваллăха тарăнрах кĕрсе, халăхăмăрăн тымарĕсене шыраса тупса, вĕсен иксĕлми сĕткенĕпе тăван поэзие тĕреклентерсе чăваш ятне, тăван ен чап-мухтавне çÿле çĕклекен паллă çыравçăсене кашнинех ятран асăнма кăмăллă, Петр Орлов (Уравăш), Çĕпритун Шăпчăкпа Анатолий Отачкин-Çулĕç (иккĕшĕ те – Çĕрпелтен), Иван Ивник (Çавалкас), Алексей Воробьевпа Виктор Туринге (иккĕшĕ те – Мăн Явăшран), Анатолий Цветков-Анат (Хапăс), Анатолий Емельяновпа Григорий Скворцов (иккĕшĕ те – Мăньял Хапăсран), Юрий Григорьев-Айташ (Çавалкас), Григорий Михайлов-Илепер (Çарăклă), Михаил Васильев-Ямандай (Айкăш), Калистрат Воробьев (Хурăнсур Çармăс), Анатолий Иванов-Хум (Рункă), Виталий Родионов – Сăвар Эртиван (Хураçырма), Валерий Кошкин (Хăмăш), Вячеслав Кондратьев – Слован Савгай (Кушлавăш), Сергей Васильев-Саманташ (Кăмаш), Галина Матвеева-Антонова (Аçăмçырми). Çак сумлă йыш малашне татах та ÿссе хăватланасса шанас килет.
Антологие пухса хатĕрлеме пулăшнăшăн издательство ытти хастарсемпе пĕрле уйрăмах Юрий Айташпа Михаил Васильев сăвăçсене ятарласа ăшшăн тав тăвать.
Валентина ПАНЫШЕВА.