18 декабря 2013 г.
Кăçалхи вун пĕр уйăхра пушарсем тĕлĕшпе районта лару-тăру пĕлтĕрхипе танлаштарсан лăпкăрах пулчĕ. Декабрь пуçланнăранпа лару-тăру тăрук улшăнчĕ: икĕ эрне хушшинче тăватă хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Анчах чи хăрушши – вĕсенчен иккĕшĕнче кил хуçисен пурнăçĕсем татăлнă.
Çарăклăра пулнă пĕрремĕш инкек çинчен хаçатăн унчченхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вара Çĕрпелти пĕр хуçалăхра тухнă пушарта 53-ри арçын вилнĕ. Çулăм сарăлни çинчен пĕрлĕхлĕ диспетчер службине 14 сехет тĕлĕнче шăнкăравласа хыпарланă. Пушар сÿнтерекенсен пĕрремĕш подразделенийĕсем çитнĕ çĕре пÿрте вут-çулăм тавраллах çавăрса илнĕ. Щитлă çурт çунса юрăхсăра тухнă, кил хуçи те унтан тухайман. Пушар сăлтавĕ уçăмлă мар-ха, тĕрĕслев пырать.
Çав кунах каçхине Хирпуçĕнчи хуçалăхра хуралтă çунма тытăннă. Çулăм тивсе илнĕ вырăна кил хуçисемпе кÿршĕсен вăйĕпе çийĕнчех сÿнтерме май килнĕ. Малтанхи тĕрĕслев тăрăх, пушар сăлтавĕ кăмакана хăрушсăрлăх правилисене пăсса усă курни тесе шутлаççĕ.
И.ПЕТРОВА.