Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле сасăлатпăр, çапла пурăнатпăр

18 декабря 2013 г.

Тукас кĕперĕ ял-йыша пĕрлештерет. Кĕрнекĕ ачаран асра. Урам тăвайккине вырнаçнă. Хĕлле унта йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнса савăнаттăмăр. Пĕвере çуллахи шăрăхра шыва кĕрсе киленнĕ. Кĕпере, пĕвене çурхи шыв аркатасран хытă сыхланă. Кĕреçепе, наçилккапа ял-йыш урама кар тухнă. Пĕве хĕрринче пурăнакан Хветуç аппа кĕпере хăй ирĕкĕпе никам хушмасăр сăнаса тăнă. Кирлĕ самантра çынсене ĕçе вăл йыхравланă. Халь ĕнтĕ унăн килĕ те пушах. Упăшкипе Якур ятлă ывăлне çамрăкла вăрçăра çухатрĕ. Виçĕ ывăлĕпе хĕрĕ те пурнăçран уйрăлчĕç. Пĕве те, кĕпер те тăлăха юлнă. Шурлăхпа лачака урлă чус-хăма пăрахкаланине каçă вырăнне хурасшăн. Шурлăхран усал шăршă çапса тăрать. Хисеплеместпĕр хамăра хамăр – кун ирттерсе пултăр.

Урам хушшипе сарнă асфальт кунсерен тĕпренет. Хăватлă КамАЗсем Вăрманкаспа Мăньял Хапăс хушшинчен пĕрмай хăйăр турттараççĕ. Пĕрре тиенине 4 пин тенкĕпе сутаççĕ-мĕн. Кам тиеттерет, кама сутаççĕ – влаçрисем ыйтсан та каламаççĕ. Кун пек чухне хальхи вăхăтра аптăранипе Президент патне çыраççĕ, анчах хуравне хамăр хушăрах шырамалла-çке! 2010 çулхи типĕ шăрăх инкекне кура кашни ял тăрăхне тăватшар миллион тенкĕ уйăрса панă тесе сăмах сарăлнăччĕ. Вăрманкас поселенине çав списока кĕртнĕччĕ-ши; Президентран мар, çывăхри влаçран ыйтас килет.

ТВ-кăларăмсем, юри мăшкăланăн, Анăç Европăри ял-хуласем епле чечекленсе пынине снаях Раççейри арканупа танлаштарса кăтартаççĕ. «АиФ»ра вуларăм: Германире бензин Мускавринчен икĕ хут йÿнĕрех. Фермерсене патшалăх хăй пăхса тытса тăрать.

Пурте пĕлекен Леонид Рошаль медицина ыйтăвĕсемпе президентсемпе премьерсене хытăрах каларĕ те – халь шăпланчĕ. Больницăна катана çÿреме тивет, çула тухма хăратать. 20 çулта Мăньял Хапăсри 80 килте вучах сÿнчĕ. Патшалăх Думин депутачĕпе калаçса куртăм. «Суйлавра мĕнле сасăлатпăр – çавăн пек пурăнатпăр», – терĕ. Эп хам ĕмĕрте пĕрре те çак пурнăçшăн сасăламан.

В.КОЖАНОВ.

Мăньял Хапăс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика